Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçĕнче - 115 çул

30 января 2013 г.

Каркаларта çуралса ỹснĕ Красновсене районта пĕлмен, палламан çын çук-тăр. Хĕрĕхмĕш çулсен вĕçĕнчен пуçласа мĕн паянхи кунччен вĕсем пурнăçне районăн культура аталанăвĕпе тачă çыхăнтарнă.

Красновсен культура ĕçĕнчи каçалăкне Евгения Владимировна уçнă. 1948 çултан пуçласа 1973 çулччен Каркалар ялĕнчи клуб заведующийĕнче вăй хунă вăл. Пултаруллă хĕрарăм пĕр вăхăт хуçалăха та ертсе пынă, парти райкомĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, Иван Васильевич, ултă çул ялти вулав çуртĕнче тăрăшнă. Николай ывăлĕ çулталăкра чухнех çĕре кĕнĕ çемье пуçĕ.

Евгения Владимировна ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та хаваслă ирттерес тесе клубран тухма пĕлмен. Тĕрлĕ кану каçĕсем йĕркеленĕ, кружоксем уçнă... Ачисем амăшĕ çумĕнчен кайман.

- Ялта ача сачĕ пулман. Эпир клубрах хут купăс çумĕнче çывăрса ỹснĕ, - тет ачалăха аса илнĕ май Николай Иванович.

Хăçан пĕрремĕш хут купăс тытнине астумасть вăл, ытла та пĕчĕккĕ пулнă. Хăй тĕллĕнех хут купăс тỹмисем çине пусса кĕвĕ хыççăн кĕвĕ каланă арçын ача.

Юрă-ташă ытамĕнче ỹснĕ пĕр тăвансем пĕчĕкрен сцена çине тухнă. Çавăнпах виççĕшĕ те культработник пулса тăнă.

Раиса хĕрĕ 19 çул район çыннисене çепĕç сассипе савăнтарнă. "Сасси пит илемлĕччĕ", - теççĕ Елчĕксем ун çинчен сăмах пуçарсан. Çак тапхăрта вăл район центрĕнче сахал мар ансамбль йĕркеленĕ.

Иван Краснов та хут купăс каласа тавра ялта палăрнă. Сцена çинче кулăшла сценкăсем вылянă. 22 çул Каркаларти клуба ертсе пынă. Вăл купăс-баян тăсса ярсан тарăн шухăша путнă çын та тăрса ташша янă. Иванпа Николай районти "Выля, хут купăс" конкурса тăтăшах хутшăнатчĕç, малти вырăнсене йышăнатчĕç. Куракансен чунĕсене тыткăнлакан купăсçăсем республика шайĕнчи конкурссенче те палăрнă.

Аслисен ĕçне Раисăн хĕрĕ Лариса та малалла тăсрĕ. Вăл та районти культура çуртĕнче ултă çул методист пулса ĕçлерĕ.

Шел, паян пĕр тăвансенчен Николай кăна ырă-сывă пурăнать. Вăл амăшне, пиччĕшĕпе аппăшне халалласа Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнче пултарулăх каçне йĕркелет. Хальлĕхе 36 çул ĕç стажĕ пуçтарнă Николай Иванович культура тытăмĕнче тăрăшать. Совет Çарĕнчен килнĕ хыççăн икĕ çул колхозра трактористра ĕçленине шута илмесен, паллах.

1977 çулта Каркаларти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне ертсе пынă çамрăк. Агитбригадăпа уй-хир, ферма ĕçченĕсем патне тухса çỹренĕ май юрă-сăвă, шỹтлĕ такмак хайланă Николай Иванович. Анчах вăхăтĕнче пурне те пуçтарса пыманшăн кулянать те халĕ. Çав вăхăтрах кино кăтартнă. Каярахпа район центрĕнчи культура çуртĕнче тăрăшрĕ. Районти киносетьре мастерта, унтан - культура пайĕн кино кăтартакан предприятийĕн ертỹçинче. Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн аккомпаниаторĕ.

Николай Ивановича районта пурăнакансем чи малтанах такмак ăсти пулнипе пĕлеççĕ. Вĕсене вăл тĕрлĕ концертсенче, уявсенче калать. Кирек ăçта та куракансем унăн пултарулăхне кăмăлласа йышăнаççĕ.

Юлашки вунă çул хушшинче Николай Краснов юрăсем çырнипе палăрчĕ. Унăн "Мĕскер парнелем-ши?" юррине чăваш халăх артисчĕсем те шăрантараççĕ. "Ырă кун, тăван, сана", "Калăр-ха, тăвансем", "Тăван енĕм - Елчĕк ен" тата ытти вун-вун юрри районта иртекен уявсен кĕрекинче тăтăшах янăрать.

- Паян хăв çырнă юрра халăх умне кăларма пĕрре те çăмăл мар. Манăн пултарулăха уçма пулăшнă, халĕ те пур енлĕн пулăшса пыракан талантлă музыканта - Иван Шурбина чĕререн тав. Иван Анатольевич ăста аранжировщик, - чунне уçать Николай Иванович.

Николай Красновпа Лилия тата Иван Шурбинсем "Ырă кун, тăван" диск та кăларнă.

- Хамăн пĕрремĕш юррăма Совет Çарĕнче службăра тăнă чухне çыртăм. Савнă хĕр çыру çырма пăрахсан капланса килчĕ юрату кĕвви, - пĕлтерет юрă-сăвă авторĕ.

2005 çулта хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор "Юрăсем тата такмаксем" кĕнеке кăларчĕ. 2011 çулта унăн "Мĕскер парнелем-ши сана?" тепĕр юрă кĕнеки кун çути курчĕ.

Авторăн юррисене пултарулăх каçĕнче районти "Варкăш", "Туслăх", "Радуга", "Кумсем" ушкăнсем те шăрантараççĕ. Кулăш сценисем те куракансен кăмăлне кайĕç. Уява видеодиск çине ỹкереççĕ. Каярахпа ăна автор кĕнекипе пĕрле туянма та пулать. Николай Иванович юрă-кĕвĕ, такмак юратакансене Красновсен династийĕн 115 çулне пĕрле уявлама йыхравлать. Тỹлевсĕрех кĕртеççĕ. Концерта хаклакансем уяв вĕçĕнче ăна тĕрлĕ майпа хавхалантарма пултараççĕ. Пултарулăх каçĕ кăрлачăн 25-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра пуçланать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика