Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яка та тикĕс çул

03 сентября 2011 г.

çул çỹреве ансатлатать, транспорт ĕмĕрне тăсать, çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарать. Çавăн пекех шкул ачисене никĕс шкулĕсене хăрушлăхсăр тата шанчăклăн турттарма та май парать. Çурла уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Елчĕк - Кĕçĕн Таяпа çулĕ çинчи Таяпа Энтрипе Кĕçĕн Таяпа ялĕсен хушшинчи ванса путăк-шăтăк ăшне путнă çула (1 километр та 400 метр) шăпах Пĕлỹ кунĕ тĕлне çĕнетсе якатма ĕлкĕрес тĕллевпе çанă тавăрса ĕçлерĕç "Воддорстрой" (генеральнăй директорĕ - А.Федоров, ĕç пурнăçлакан директорĕ - В.Сядуков) строителĕсем. Палăртнă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пултарчĕç вĕсем. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлассинче Кĕçĕн Таяпа суйлав округĕ тăрăх районти Депутатсен пухăвĕн депутатне суйланнă С.Скворцовăн тỹпи пур тесен те йăнăш пулмасть. Депутата суйланас умĕн шăпах çак тĕллеве мала хунă вăл, асăннă ыйтупа пĕрре мар ертỹçĕсем патне тухнă. Ертỹçĕсем депутата ăнланнă, çула юсама вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă. Халĕ вара шкул ачисене никĕс шкулĕсене чăрмавсăр турттарма май пур. Тикĕс те яка çулпа кỹршĕллĕ ялсене анчах мар, çывăхри вăрмана çырла-кăмпана та çăмăллăн çитсе килме пулать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика