Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кỹрет

07 сентября 2011 г.

Халĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Олимпиада Ефимова хăйĕн 1939 çулта çуралнă шăллĕ Геннадий Сергеев çинчен "Елчĕк ен" хаçатра каласа кăтартма тивĕçлĕ тесе шутлать. Геннадий Николаевич III степень Мухтав орденĕн каваларĕ. Геннадий Сергеев Тăрмăш ялĕнче йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Вĕсем çичĕ пĕр тăван - виçĕ ывăлпа тăватă хĕр пулнă. Аппăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, çемье колхоза кĕмен. Çапах вĕсене çакăншăн ытлашши хĕсмен. Сергеевсем çав тери ĕçчен, ырă кăмăллă çынсем шутланнă, никампа та хирĕç тăрăва кĕмен, ял çинче хăйсен ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Ялта вĕсенни пек çирĕп хуçалăх, лайăх кил-çурт çав вăхăтра сахал пулнă. Вăл вăхăтра йывăç çуртсенчи пура ăшĕсене, мачча, урай хăмисене алă пăчкипе çуртарнă. Ашшĕ ывăлĕсене хăйпе пĕрле ялсем тăрăх хăма çурма илсе çỹренĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ, мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă. Аслă ывăлĕсем аслă пĕлỹ илнĕ. Пĕри - конструктор, тепри - самолетсене тĕрĕслесе вĕçеве хатĕрлекен, полковник званине тивĕçнĕ çар çынни пулнă. Халĕ пурăнаканнисем - икĕ хĕрĕпе Геннадий ывăлĕ. Геннадий 10 класс пĕтернĕ хыççăн, çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманран, малалла вĕренеймен. Анчах кирек ăçта ĕçлесен те вăл ырăпа анчах палăрнă. Салтакран таврăнсан пĕр вăхăт Хусанта ĕçлесе пурăннă, 1965 çулта Шупашкара куçса килнĕ, электроаппаратура заводне слесарь-сборщик пулса ĕçлеме вырнаçнă. "Професси енĕпе чи лайăххи", социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи ятсене, тата ытти нумай тĕрлĕ тав хучĕсемпе парнесене, укçан премисене тивĕçнĕ. 1981 çулта Геннадий Николаевича пархатарлă ĕçшĕн КПСС обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă, тава тивĕçлĕ электроаппаратчик ята тивĕçнĕ. 1996 çултан тытăнса 6-мĕш разрядлă слесарь-сборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 2005 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та юратнă ĕçĕнчен уйрăлман вăл, тепĕр 3 çул хăйĕн профессийĕпе тăрăшнă. 7 теçетке урлă каçнă, ĕçпе чапа тухнă Тăрмăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Геннадий Сергеев çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Аслă пĕлỹ илмен пулин те рабочи профессийĕпе ĕçлесех хăйĕн пурнăç çулне тивĕçлĕ пурăнса ирттерет. Тăванĕсем унпа тивĕçлипе мухтанаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика