Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв ĕçесчĕ

28 сентября 2011 г.

Таяпа Энтри ялĕнче ял çыннисене шывпа виçĕ шыв башни тивĕçтерет. Йăлăмкасри тата Тукасри башньăсем иртнĕ çулсенчи шартлама сивĕре те шăнса лармарĕç. Анаткасри башня шăнса ларсан вара кунта пурăнакансем шывсăр епле нушаланнине куртăмăр. Çакăн пек пăтăрмахпа тĕл пулас мар тесен ăна халех хĕле хатĕрлемелле. Тукасри башньăна та юсама вăхăт çитнĕ. Унăн тăрри шăтнă, çумăр шывĕ тỹрех башньăна юхса анать, çак шăтăкран шала вĕçен кайăк та кĕрсе ỹкме пултарать. Çак таса мар шыв пăрăх тăрăх юхса анать, ăна вара хамăрах ĕçетпĕр-çке, куç анчах курмасть. Касри вăй питти çамрăксем çакна часах юсаса та хума пултараççĕ.Кунта Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçаруллă пулмалла. Шыв пăрăхĕ пур урамра çуртсене пĕтĕмпех шыв кĕртсе пĕтернĕ, таса шыв пулни пуриншĕн те лайăх-çке. Таса мар шыв урлă вара тĕрлĕ ăш-чик чирĕсем те ерме пултараççĕ. Шыв пăрăхĕ çук касри çынсем хăйсем пусă чавтараççĕ, вĕсене лайăх пăхса тăраççĕ. Арманкассинче пусă кашни килĕренех. Иртнĕ çул Нина Миронова ывăлĕ Николай тараса чавтарчĕ, бетон çаврашкисене те хăех тума пултарчĕ. Анатолий Пироговсем те тарасаллă пулчĕç. Çак касра шыв çывăх пулнăран çынсем ăна тарăн та чавмаççĕ. Çапла майпа Арманкассисем тарасаранах пỹрте шыв кĕртеççĕ, кунта вĕсем ванна пỹлĕмĕсем тунă. Кăçал Елена Шадрикова ывăлĕ Саша пусă чавтарчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика