Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçен кайăксем - шкул ачисен тусĕсем

04 февраля 2012 г.

Вĕçен кайăксем çут çанталăка мĕнле усă кỹнине шкулта вĕренекен кашни ача лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Вĕсем тĕрлĕрен сиенлĕ хурт-кăпшанкă çисе пурăнса йывăç-курăка, тыр-пула, пахча çимĕçпе улма-çырлана упраса хăвараççĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакан вĕçен кайăксене шкул ачисем пурте паллаççĕ. Çулла вĕçен кайăксем пурте тутă, чĕпписене те тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тăрантараççĕ вĕсем. Хĕлле, çĕр пичĕ юрпа хуплансан, кăнтăра вĕçсе кайман вĕçен кайăксене апат тупма питĕ йывăр. Çерçисем, кăвакарчăнсем, уйăпсем, кăсăясем çынсем пурăнакан çуртсен таврашĕнче апат шыраççĕ. Выльăх апатĕнчен юлнă, тăкăннă курăк вăррисене, чăх-чĕп апачĕсене таккаççĕ, анчах пур пĕрех тăранаймаççĕ вĕсем. Вĕçен кайăксем сивĕре выçăпа шăнса ан вилччĕр тесен шкул ачисен хăйсен килĕсенче сырăшсем туса çакмалла. Унта апат юлашкисене, çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе тырă юлашкисене хурса памалла. Çак йăлана кашни çул пурнăçламалла. Таяпа Энтринчи шкулта вĕренекенсем, биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Валентина Федоровна Муллина йĕркелесе пынипе, çак ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Пытармалли çук, юлашки çулсенче ялти шкулта ачасен хисепĕ нумай чакнă, çавна май сырăш туса çакакансем те, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, сахалрах. Пирĕн ачасем вĕреннĕ вăхăтра ялта 300 ачаран кая мар шкула çỹренĕ, хĕл кунĕсем çитсен вĕсем пурте тенĕ пекех йывăçсем çине сырăшсем çакатчĕç. Шкултан таврăнсан кашни кун вĕçен кайăксене апат пама манман. Вĕсене уншăн нихăçан та ятламан, мухтанă, хавхалантарнă анчах. Вĕренекенсем сырăшсене шкул садĕнчи йывăçсем çине çакса тухнă. Столовăйĕнче апатланнă хыççăн тăрса юлакан апат юлашкисене вĕсем унта кайса хунă. Вĕçен кайăксене выçăпа вилесрен хăтарса хăварасси хăйсенчен нумай килнине хальхи ачасем те лайăх ăнланаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика