Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни манăçа ан тухтăр

07 февраля 2013 г.

Аваллăхсăр – малашлăх çук. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ тĕлĕнмелле пысăк. Эпир хамăрăн несĕлсен кун-çулне пĕлмесен – чун чухăн та чăлах пулĕччĕ. Тăван халăхăмăрăн кун-çулне тĕпчекенсем пархатарлă ĕç тăваççĕ. Ĕмĕрсем иртсен те вĕсем манăçмаççĕ. Пирĕн тĕллев – вĕсене пухасси, пулас ăрусем валли упрасси. Çитĕнекен ăру çак пуянлăха тивĕçлĕ хак парса тăван ене юратма, хисеплеме тытăнĕ. Унсăрăн епле-ха? Çавăн чухне кăна чăвашсен ырă йăли-йĕрки ламран-лама куçса пырĕ, вăл кашни чăваш чĕринче тарăн йĕр хăварĕ.

Юлашки çулсенче Чăваш Енре халăхăмăр йăли-йĕркине, историне тĕпчессипе тĕллевлĕ ĕçлени хавхалантарать. Çакна тĕрлĕ энциклопедипе вĕренÿ пособийĕсем, халăх пултарулăхĕн тата фольклор ушкăнĕсен фестивалĕсем те çирĕплетеççĕ. Палăртма кăмăллă: вăл е ку район аталанăвне, историллĕ кун-çулне пысăк тÿпе хывнă хисеплĕ çынсен ячĕсемпе биографийĕсем районсенчи энциклопедисенче кун çути курнă. Фольклор ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ, вĕсем вырăнти йăла-йĕркене, авалхи юрăсене, халăх инструменчĕсене çĕнĕрен чĕртме витĕм кÿреççĕ. Ку енĕпе пирĕн тăрăхри районсенчен Элĕкри «Валинкке» фольклор ушкăнĕ кăтартуллă ĕçлет. Вĕсем республика, Раççей шайĕнчи фестивальсене кăна мар, ют çĕр-шывсене те тухса çÿреççĕ. Тури чăвашсен авалхи йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе халăхăмăр патне çитереççĕ. Ахальтен мар «Валинкке» сумлă ятпа çÿрет. Кун пек тĕслĕх кашни районтах пур, вĕсене халăх кăмăлласа йышăнать.

Истори çул-йĕрĕ, авалхи пулăмсем палăксенче те упранаççĕ. Республикăмăрта федераци шайĕнчи историпе культурăн палăкĕ 45. /Вăл йышра Етĕрне тăрăхĕнче – 2/. Тĕпрен илсен вĕсен шутĕнче ытларах авалхи чиркÿ çурчĕсем. Унсăр пуçне муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи архитектурăпа культура палăкĕ те пайтах. Юлашки вăхăтра вĕсене типтерлĕ тытса тăрассипе те сахал мар ĕçлеççĕ. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнче муниципалитет харпăрлăхĕнче истори палăкĕсем - 4, археологи палăкĕсем - 9.

Хаяр вăрçă çулĕсенчи тарăн сурансем халĕ те халăх асĕнчен тухмаççĕ. Кашни ял-хулара вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк-обелиск пур. Вĕсене çулсерен тирпейлесе йĕркене кĕртеççĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх территорийĕнче вара вăрçăра пуç хунисен ячĕпе хăтлă парк уçнă. Кашни паттăр ентеш ячĕпе уйрăм плитасем вырнаçтарнă, унта вĕсен ятне ылтăн сас паллисемпе çырса хунă. Юнашарах тепĕр парк та çĕкленнĕ. Çу кунĕсенче хаçат ĕçĕпе çак вырăнсенче пулнă май вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсен ячĕпе парк уçнине курсан хĕпĕртенĕччĕ. Унта тыл ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕпе хушамачĕпе ятне туллин çырнă. Парк варринче тыл ветеранĕсене халалласа лартнă пысăк палăк вырнаçтарнă. Унта ял ĕçченĕн - паттăр хĕрарăмăн сăнарĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Етĕрнери тĕп библиотека директорĕ Нина Долгова çак тăрăхран пулнă май çынсен ячĕсене ял хĕрринчен пуçласа йĕркипе çырнине пĕлтернĕччĕ. Тĕрĕссипе, кашни çемьеренех пур тенĕччĕ вăл. Хăш-пĕр çемьерен 5 ят. Халăхра «Çынна мĕнле виçепе виçĕн - хăвна та çавăнпах виçĕç» тени аса килнĕччĕ. Эппин, кунта çак сăмахсен тĕшшин витĕмĕ те тахçанах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Парксемпе кăсăкланса иртнĕ çул Аркадий Айдакпа та калаçнăччĕ. Акă мĕн каласа панăччĕ вăл: «Ăна хăй вăхăтĕнче колхоз вăйĕпе, Василий Константинович Беляков пуçарнипе 1995 çулта турăмăр. Халĕ вăл Яракассинчи çарпа ĕç мухтавĕн Асăну комплексĕ шутланать. Манăн шухăшăмпа - тыл ĕçченĕсене халалласа уçнă парк Раççейре çук та пулĕ», - тенĕччĕ.

В.Беляков çав çулсенче «Ленинская искра» колхоз председателĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Хастар ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне икĕ хутчен, нумай медале, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ.

Халĕ комплексра шкул ачисемпе аякран килен-каян экскурсире пулаççĕ. Ентешсен ячĕсене чĕрере упраççĕ. Ĕмĕрсем иртсен те ун пĕлтерĕшĕ чакмĕ. Çитĕнекен ăру йăх-тымарти паттăрсен ячĕпе мăнаçланĕ. Вĕсенче патриот туйăмне вăйлатĕ.

Шел те, пур çĕрте те лару-тăру пĕр мар. Вăрçă ветеранĕсем çулсерен чакса пыраççĕ. Вĕсен паттăрлăхне асра тытасчĕ. Пурăннă чухне аса илĕвĕсене çырса хăварасчĕ. Иртнине манас марччĕ. Парксемпе палăксене те хăтлăх кÿресчĕ. Тен, çак ĕçре авалхи чăвашсен ырă йăли – ниме те вырăнлă пулĕ. Вĕсем çамрăксене воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кÿрĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика