Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тухăçлă» кĕрепле, тутлă чей...»

29 января 2013 г.

Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра çитĕннĕ, çемйипе халĕ те унтах тĕпленсе пурăнакан Николай Потапов Шупашкара килсен «Хыпар» хаçат редакцине ятарласа кĕчĕ. Ăна малтанах палламан-ха эпĕ. Пиччĕшĕпе пĕр сăнлă пулнăран тÿрех: «Эсĕ Володьăн шăллĕ мар-и?» - тесе ыйтрăм.

Владимир Потапова лайăх пĕлетĕп. Пĕчĕклех «Пионер сассинче» /халĕ - «Тантăш»/ хăйне евĕр кăсăк та кĕтменлĕхпе тыткăнлакан тĕрлĕ пуç ватмăш пичетлетчĕ. Николай вара çемьере темĕн те пĕр шухăшласа кăларассипе, çивĕч ăсĕпе тата тавçăрулăхĕпе пуринчен те ирттернĕ. Хăйĕн çинчен йĕркипе каласа панине итлетĕп те - пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп.

Николай вăтам шкул хыççăн Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ, физик-математик пулса тăнă. Пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпе Кишиневри аспирантурăра малалла вĕреннĕ.

- Ун чухнех мана халăх хуçалăхне кирлĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр шухăшласа кăларас туртăм тыткăнлатчĕ, - тет Н.Потапов. - Электромагнит уйĕпе усă курса бензина, тип çăва, ытти шĕвеке тасатакан фильтр шухăшласа кăлартăм, пĕрремĕш патент илтĕм.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕпе 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче халăхсен хутшăнăвĕсем йывăрланнăран Шупашкара куçса килме тивнĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Г.Новикова профессор ертсе пынипе «Ÿсен-тăран çăвĕсене тасатакан техника хатĕрĕсем ăсталасси» диссертацие ăнăçлă хÿтĕленĕ, техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă.

Хура вăлча тумалли технологие шухăшласа кăларнă. Вĕлле хурчĕсене Бетховен кĕввипе вăрçтарса-йĕкĕлтесе, электрон мелĕпе илĕртсе вĕсен наркăмăшне илме пултарнă. Пĕлетпĕр: хурт сăхнă хыççăн пурнăçран уйрăлать. Ку хутĕнче вара вилме мар, пушшех хастарланать, 2 хут ытларах пыл пухать, варроатозпа чирлеме пăрахать. 1992 çулта Николай Антонович хурт наркăмăшне 13 грамм пухать, Чул хулара вырнаçтарать. Шел, укçине çулталăкран çеç тÿленĕ. 90-мĕш çулсенче укçа инфляцие пула çулсерен йÿнелнĕрен, хура вăлча хатĕрлесси те, хурт наркăмăшне илесси те тăкак çеç кÿнĕрен, вăл çак ĕçпе аппаланма пăрахнă.

Николай Потапов темĕн те пĕр шухăшласа кăларассипе «чирлесех» кайнă. Ĕç тухăçлăхне ÿстерекен кĕреçе, кĕрепле, ытти хатĕр пур унăн хуçалăхĕнче. Насус çеç 20 йышши. Çак тарана çитсе 180 патент илнĕ. Унăн ĕçне çĕр-шыври паллă ăсчахсем пысăк хак параççĕ. Пултарулăхĕ çинчен «Аргументы и факты», ытти хаçат нумай çырнă.

Рационализаторăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ - «Аван» фиточей. Ун çинчен тĕплĕн ăнлантарса «Аван» брошюра кăларнă. Фиточей-бальзам - сиплекен витаминлă чей, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр çăл куçĕ.

- Индирен, Китайпа Цейлонран - пирĕн пата чей ăçтан кăна килмест пулĕ? Вĕсен тытăмне тăрăлтарса тасатнă сивĕ шыва ярса тĕрĕслерĕмĕр. Кристалсем аннине асăрхарăмăр. Ароматизаторсем хушнине пĕлтерет ку. Хĕвел çинче лайăх курăнать. Тĕсĕ хитре, шăрши тутлă пултăр тесе хушаççĕ, - тет Николай Антонович. - «Хими» организмра ларса юлать, ăна пĕчĕккĕн хавшатать. Чей çеç мар, ют çĕр-шывран килекен улма-çырлапа пахча çимĕç те хăйĕн ĕçне тăвать.

Тури Ачак тăрăхĕ республикăра экологи енчен таса пĕртен пĕр вырăн тесен те йăнăш пулас çук. «Ленинская искра» колхоза вун-вун çул ăнăçлă ертсе пынă А.Айдак виçĕ теçетке çул каяллах хуçалăхра хими препарачĕсемпе усă курма пăрахтарнă. Унсăрăнах лайăх тухăç илеççĕ.

Николай Антонович сиплĕ курăк пухать, хăй те çитĕнтерет. Ăна мăшăрĕпе ачисем пулăшаççĕ. Çемье патенчĕсем те пур. Надежда ЧПУра 2-мĕш курсра вĕренет, химик-фармацевт енĕпе специальноç илесшĕн. Арина 4-мĕш класра пĕлÿ пухать. Ашшĕ пекех кăсăк шухăшпа пуян. Пĕрле эспандер, ингалятор шухăшласа кăларнă.

Н.Потапов ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви çулсерен йĕркелекен «Çулталăкри чи лайăх изобретатель» конкурса хутшăнать. 2010 çулта «Агропромышленноç комплексĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2011 çулта «Медицина» номинацире çĕнтернĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика