Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх лотерейин билечĕсене туянăр

15 февраля 2014 г.

Пĕтĕм Раççейри – ветерансен организацийĕн Канашĕ пуçарнипе çĕр-шывра кăçалхипе виççĕмĕш хут ĕнтĕ пирĕн халăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа «Çĕнтерÿ» ятлă ыр кăмăллăх лотерейине ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле фончĕ 50 процентпа танлашать, урăхларах каласан, кашни икĕ билетран пĕри – вылявлă.

Пĕтĕм Раççейри – ветерансен организацийĕн Канашĕ пуçарнипе çĕр-шывра кăçалхипе виççĕмĕш хут ĕнтĕ пирĕн халăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа «Çĕнтерÿ» ятлă ыр кăмăллăх лотерейине ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле фончĕ 50 процентпа танлашать, урăхларах каласан, кашни икĕ билетран пĕри – вылявлă.

Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ» ыркăмăллăх лотерейин тиражне пирĕн районта пурăнакансем те аван пĕлеççĕ. Акă, сăмахран, иртнĕ çулхи тиражра телейлĕ билет хуçисем Шăмăршă тăрăхĕнче кăна 1000, 2000, тата 3000 тенкĕшер илнĕ 9 çын пулнăччĕ. Палăртса хăвармалла, çак шутра пирĕн районта сутăннă лотерея билечĕсем хушшинчи 450 пин тенкĕ тăракан «Рено-логан» çăмăл автомобиль те пулнă. Анчах та çак телейлĕ билет хуçин, тимсĕрлĕхе пула, автомобиле илме май килмерĕ. Тĕрĕсрех каласан, Васан çынни (ятне-шывне пĕлтермĕпĕр) ку билета çухатнă, çапла вара, лотерея условийĕпе килĕшÿллĕн билетсăр япалине памаççĕ.

Аса илтеретпĕр, кăçалхи тиражра та иртнĕ çулсенчи пекех çĕр-шыври герой хуласенче хваттерсем, «Рено-логан» çăмăл автомобильсем тата укçан 10 пин, 3 пин, 2 пин, 1 пин тата 500 тенкĕлĕх выляв призĕсем пулаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх лотерейин кăçалхи билечĕсене сутма пуçланă та ĕнтĕ.

Билет хакĕ унчченхи пекех – 50 тенкĕ тăрать. Ăна районти кашни ял тăрăхĕнчех туянма пулать. Шăмăршăра вара районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕнче (вăл райадминистраци çурчĕн виççĕмĕш хутĕ-нчи 32 пÿлĕмĕнче вырнаçнă) сутаççĕ.

Тираж вылявĕ 2014 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче пулать. Телейлĕ билетсене кăçалхи июлĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 12-мĕшĕччен укçан е япалан илме пулать. Тираж таблици выляв хыççăн пĕр эрнерен «Комсомольская правда» тата «Лотерея» хаçатсенче пичетленсе тухать, çакăн пекех интернет урлă та тупма пулать. Выляв призĕсене районти вăрçă ветеранĕсен канашĕнче пырса илме май пур.

Хисеплĕ район çыннисем! Хутшăнăр, туянăр ыр кăмăллăх лотерейин билечĕсене – ÿкĕнмелле пулмĕ. Сире савăнтаракан призсем кĕтеççĕ.

П.ФОМИН, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн председателĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика