Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахăм – тетем çинчен

01 августа 2012 г.

Кашни çыннăнах никампа та, нимпе те танлашайми хаклă çынни пур. Маншăн акă, çут тĕнче курма пилленĕ тăван атте-анне пекех икĕ сыпăкри тете çывăх. Вăл Николай Александрович Синелев ятлă. Тус-тăван, ял-йыш пиччеме юратса "Никкалюк" тет. Эпĕ вара "Николай тете" тесе чĕнетĕп.

Çак кунсенче хаклă тăванăм 60 çул тултарчĕ. Çак сăлтавпа, юратнă çыннăм çинчен пуçа килнĕ шухăшсене, чунри туйăма уçса парас терĕм.

Н.А. Синелев 1952 çулта Анат Чаткас ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, ашшĕнчен уйрăлнăскер, вербовкăпа ĕçленĕ пирки пĕчĕк Коля кукамайпа юлнă. Ольга Семеновна – ĕç ветеранĕ, салтак арăмĕ (мăшăрĕ – кукаçей Сталинград патĕнче пуçне хунă) колхозра тар тăкнă. Петр тата Зоя (ман анне) ачисемпе пĕрле мăнукне те пăхнă. Пĕр сăмахпа, Кольăшăн ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче пулнă. Ахальтен мар тете ăна ачаранпах "анне" тесе хисеплесе чĕнет.

1968 çулта ялти сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Николай Синелев Саратоври киномеханиксен училищине вĕренме кĕрет 1970-71 çулсенче специалист тăван районти киносетьре тăрăшнă. 1971-73 çулсенче Николай тете Совет Çарĕнче службăра тăнă. Кунтах вăтам пĕлÿ илнĕ, фотоискусствăпа кăсăкланма пуçланă.

Салтак тумне хывсан Ульяновскри автозаводра вăй хунă. Каярах ĕç биографине Çĕнĕ Шупашкарта тăснă: çурт-йĕр тăвакан комбинатра газоэлектросварщикра ĕçленĕ.

1974 çултанпа Николай Александрович Самара облаçĕнче пурăнать. Малтан Красноармейски районĕнчи Куйбышев ячĕллĕ совхозра газоэлектросварщик ĕçĕсене пурнăçланă. Çав хушăрах район хаçачĕн штатра тăман фотокорреспонденчĕ пулнă.

1980 çулта экстерн йĕркипе фотошкулта пĕлÿ илнĕ те Красноармейски салинче фотоательене ĕçе вырнаçнă. Кĕçех пултаруллă фотографа район хаçачĕн редакцине чĕнсе илеççĕ.

Паянхи кунчченех "Ĕç ялавĕ" хаçатра тимлет вăл. Фоторепортажсемпе, фотоэтюдсемпе Самара тăрăхне çеç мар, ентешĕсене те савăнтарать. Н.А. Синелев Чăваш ен çинчен те манмасть: тăван районта иртекен сумлă мероприятисене (сăмахран, акатуя, юлан утçăсен ăмăртăвне...) сăн ÿкерчĕксем урлă çутатать. В.И. Максимовăн "Мĕн тери аван эс, Шăмăршă ..." ятпа тухнă уйрăм томсене сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем тăрăх хуçи пултарулăх ĕçне чунтан парăннине туятăн. Кашниех содержани тата композици тĕлĕшĕнчен хăйне евĕрлĕ. Шаблон тени пачах çук. Чăн профессионалăн кăна çапла пулма пултарать!

Ахальтен мар Николай Александрович сумлă куравсене хастар хутшăнать. Хăй те темиçе хут та курав йĕркеленĕ. "Объективра – Киев" темăпа тăратнă сăн ÿкерчĕкĕсене пысăка хурса хакланă (Самара хули). Подольскра "Фотоискусство" пултарулăх союзĕ йĕркеленĕ курава хутшăнма тивĕçнĕ Чаткас чăвашĕ. Н.А. Синелев – "Раççей – Франци" ятпа ирттернĕ радиокурав çĕнтерÿçи, тĕп приз хуçи. Самар ен журналисчĕн сăн ÿкерчĕкĕсем Болгари хаçат-журналĕнче те вырăн тупнă. Раççей журналисчĕсен Союзне сăлтавсăрах илмен ăна!

Пиччем Самара тăрăхĕнче чăвашлăха сарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Вăл Чăваш наци конгресĕн ĕçне хăй пурăнакан вырăнти ентешĕсемпе пĕрле темиçе хут та хутшăннă. Самара чăвашĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе сăн ÿкерчĕкĕсем урлă пичетре паллаштарать.

Çуралнă кĕтес ăшши тетене ют çĕрте те хăват парса тăрать. Тĕрĕссипе, Самара тăрăхĕ уншăн тăван ен пекех хаклă. Кунта ун çурчĕ, çемйи, ĕç вырăнĕ, тус-юлташĕ... Çакăнта вăл пурнăç тĕллевне тупнă. Тÿрĕлĕхĕпе, таса та ырă чунĕпе, виçесĕр ĕçченлĕхпе облаçри хаçатсен вулаканĕсем, ĕçтешĕсем тата пĕрле пурăнакансем умĕнче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Çавăнпа мăнаçланатăп эпĕ Николай тетепе, ун пек хастар пулма ăнтăлатăп. Маншăн вăл тÿпери çут çăлтăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика