Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах маттур!

22 февраля 2012 г.

Анат Чаткасри Зыковсен пирки районта "спорта юратакансем" теççĕ. Вĕсене кашни ăмăртурах курма пулать. Килĕнче упранакан Дипломсемпе Грамотăсен, медальсен шутне те пĕлсе пĕтерейместĕн. Николайпа Антонина Зыковсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă.

Николай Николаевич салтак тивĕçне Германире пурнăçланă, танкист пулнă. Çар шкулĕ витĕр тухнăскер ывăлĕсенче патриотла туйăма вăратнă, кашни каччăн салтак тумне тăхăнмалли çинчен ăнлантарнă. Паллах, ачисемшĕн ашшĕ – ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Зыковсен аслă ывăлĕ Николай çар тивĕçне Арменире ирттернĕ. Вăл Ракета çарĕнче хĕсметре тăнă. Малтан Коля ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетне пĕтернĕ.

Хальхи вăхăтра Миша ывăлĕ Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать. Спортпа туслă каччăна спецназа службăна янă. Вăл Тамбовран ашшĕ-амăшне хăйĕн çарти пурнăçĕ пирки пĕлтерсех тăрать, хăйĕн çитĕнĕвсемпе савăнтарать. М.Зыков шкул хыççăн ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Салтакран таврăнсан аслă пĕлÿллĕ специалист хăй юратнă ĕçе тупасси пирки иккĕленмелли çук.

Миша ялти тата районти спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннă. Обществăлла ĕçсенчен те нихăçан та пăрăнса юлман. Зыковсен виççĕмĕш ывăлĕ те – Олег - ашшĕпе тетĕшĕсем пекех маттур салтак пуласшăн, вĕсенчен юласшăн мар.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика