Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шывшăн кашни халăх - юратнă ача пек…

16 июля 2014 г.

Палтиелне ирпе ирех çитрĕмĕр. Ял халăхĕ кĕтỹ хăвалатчĕ. Унта та кунта чăвашла, тутарла, ирçелле калаçни илтĕнсе тăрать. Ялта пысăк кĕтỹ - пĕрре, унта - 130 ытла ĕне. Кунсăр пуçне, уйрăм çынсем хăвалакан пĕчĕк кĕтỹсем те пур. Çапла вара, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 150 патнех çывхарать (пĕчĕк пăрусене шута илмесĕр). Килти хуçалăхра икшер-виçшер пуç ĕне усракан та сахал мар Палтиелĕнче. Н.Емдиханов, Д.Емдиханов, И.Бочурин, Р.Яфизов, Н.Паймина, Н.Юманова, А.Кузьмин тата ыттисем хăйсенчен ытлашши сĕте предпринимательсене сутса укçа тăваççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх, Палтиелĕнчен куллен 5-6 тонна сĕт ăсанать. Ф.Рахматуллов, Ф.Азизов, Р.Хамидуллова предпринимательсем кашни литр сĕтшĕн 14-шар тенкĕ тỹлеççĕ. Тутарсем, чăвашсем, ирçесем, вырăссем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ çак авалхи пысăк та ытарма çук илемлĕ ялта. Юнашарах _ вăрман, тăрна куçĕ пек тăрă çырма, улăх-çаран... Халăхра "тинĕс" тесе калакан шыв управĕ те ялтан инçе мар вырнаçнă. Ĕç хыççăн канма, пулă тытса, шыва кĕрсе савăнма майсем çителĕклĕ. Палтиел ялĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе, киле таврăнсан Интернет сетьне кĕме шутларăм. Ял мĕнле пулса кайни çинчен темиçе халап та пур. Акă вĕсенчен пĕри. Палтиелпе Тури Чаткас ялĕсене Пăла çинчи Упи ялĕнчен куçса килнисем йĕркелесе янă имĕш. "Виççĕр çул ытла каялла, - çырнă ял историне тĕпчекенсем, пысăк кỹлĕ хĕрринче Упи ятлă ял ларнă. Унта Убеев пуян пурăннă. Вăл питĕ ăнман та хаяр çын пулнă, кам та пулин ун кăмăлне каймасан çав çынна çыхса пăрахса хĕнеттернĕ. Унăн ывăлĕсем - Палтайпа Ильмет те ашшĕнех хунă. Пĕррехинче ашшĕ ывăлĕсене чĕнет те, çапла калать: "Халĕ эсир иксĕр те çитĕнсе çитнĕ, ăçта куçăр курать - çавăнта тухса кайăр!" Иккĕшне те тур лаша парать. Ывăлĕсем юланутсем çине утланса лараççĕ те, вăрманпа 15 çухрăм ытла каяççĕ. Çăткăнскерсем, çĕр туртса илсе пуяс ĕмĕтпе васкаççĕ. Палтай Чаткас çырми хĕррине çитет те, унăн лаши урине амантать. Çакăнпа усă курса, Ильмет пысăкрах лаптăк çĕр туртса илет, Палтая сахалрах тивет. Çак çĕрсем çинче Палтиел тата Чаткас ялĕсем пулса кайнă". Ялта мечĕт те, чиркỹ те пур. Палтиел мечĕтне уçнăранпа 100 çул ытла та иртнĕ ĕнтĕ. Ăна 2011 çулта тĕпрен юсаса реставрациленĕ, минарета тата ун çинчи уйăха улăштарнă. 2005 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Палтиелĕнче мусульмансен прихутне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине анлăн уявланă. Чиркĕве 1840 çулта уçни паллă. 1939 çулта ăна хупса клуб туса хунă, кайран унта шкул вырнаçнă. 1992 çулта Çвяттуй Михаил ячĕллĕ чиркỹ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Юлашки çырав кăтартнă тăрăх, Палтиелĕнче 1643 çын пурăннă, 518 çурт шутланнă. Ялта вăтам шкул, почта уйрăмĕ, ача сачĕ, ваттисен çурчĕ, культура учрежденийĕсемпе лавккасем ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн, çамрăксене интернационалла воспитани парассишĕн нумай тăрăшать. Кунта пĕр халăх тепринпе хирĕçнĕ тĕслĕхе ас тумаççĕ, ун пекки нихăçан та ан пултăрччĕ. Чăваш тата тутар культурин кунĕсене ирттерни те -  ырă тĕслĕх. М.Гайнуллова библиотекарь çак кунсем чăн-чăн уява çаврăнни çинчен савăнсах каласа пачĕ. -  Пирĕн тутарсем -  чăвашла, чăвашсем - тутарла шăкăртаттарса калаçаççĕ, икĕ халăх юррисене те пĕлеççĕ, - терĕ вăл. - Интернационалла воспитани ыйтăвĕпе шкул коллективĕ нумай ĕç тăвать. Çавăн пекех ача садĕнче ĕçлекенсене те лайăхпа кăна палăртас килет. ... ПАЛТИЕЛ клубĕнче концерт курни те асăмра юлчĕ. Чăваш, тутар, вырăс юррисем янăрарĕç, çак халăхсен ташшисем те кăмăла çĕклерĕç. Таçтан инçетрен -  Шупашкартан е Хусантан килмен артистсем, вырăнтисемех. Концерт программине те профессилле пысăк ăсталăхпа йĕркеленĕ. Долговсемпе Макаровсен çемье ансамблĕсем, Л.Альда, Г.Садертдинова, С.Невметова юрăçсем, хĕрарăмсен "Çăлкуç" ансамблĕ, ачасен "Ивушка" ташă ансамблĕ тата ыттисем куракансен чĕрисене тыткăна илчĕç. Культурăпа кану центрĕн директорĕ Т.Долгова - чăннипех те артист пулма çуралнă чипер хĕрарăм - ялта "Акăшпи" фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янă. Ялти вăтам шкулта ĕçлекен Т.Филиппова, Г.Габитова, З.Свеклова, Г.Стратилатова, Н.Стратилатова, П.Стратилатова, Л.Макарова, Н.Чиндарева, А.Антонова, çавăн пекех Г.Соболева пенсионерка, Л.Долгова техслужащипе Госстрах агенчĕ Л.Долгова - юрă-ташăра çав тери маттур! - Çĕр-шывшăн кашни халăх - юратнă ача пек. Пирĕн те çĕр-шыва анне вырăнне хурса юратмалла, кирлĕ пулсан хỹтĕлеме те хатĕр пулмалла, - çапла каларĕ шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă чух ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов. Ун сăмахĕпе пĕтĕмпех килĕшес килет. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика