Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫТМА ИРĔК ПАНĂ

02 августа 2006 г.

о Сунар

ТЫТМА ИРĔК ПАНĂ

Кайăк грипĕ килсе тухма пултарасран асăрханса республикăра ишекен кайăксене тытмалли çурхи сунар сезонне уçманччĕ. Телее çак чир пирĕн патне çитмерĕ, çавăнпа та Россельхознадзорăн Чăваш Енĕн управленийĕ кăçал шывра ишекен, шурлăхра, уй-хирте пурăнакан кайăксене, ăсана, пăчăра, кăрăпчака августăн 19-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 19-мĕшĕччен иртен пуçласа тытма ирĕк панă.

Йытăсемпе, вĕсен йăхĕ-несĕлĕ çинчен справка пур пулсан, шурлăхра пурăнакан кайăксене июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 18-мĕшĕччен, уй-хирте пурăнаканнисемпе ăсансене августăн 5-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен тытма юрать. Пур сунар йыттисене те уртаракан чиртен вакцинаци тумалла. Ятран паракан "В" формăллă лицензи çук пулсан - сунара тухмалли çинчен манăр. Урăхла каласан, йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Ю. ЛАНИН,
Россельхознадзор управленийĕн
Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи
I-мĕш категориллĕ специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика