Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле çуллах хатĕрленесчĕ

02 августа 2006 г.

о Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн

Хĕле çуллах хатĕрленесчĕ

Мĕн ĕлĕкренех "çунана çулла хатĕрле" тесе каланă. Эпир, пушар хуралĕн ĕçченĕсем, çак каларăша урăхла çавăрттарса калатпăр - "хутмалли-ăшăтмалли хатĕрсем хĕле кĕриччен хатĕр пулччăр". Çапла пултăр тесен ытлашши нумай ĕçех те тумалла мар. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине кăна пăхăнмалла.

Кăмака е мăрье тума хатĕрленетĕр пулсан, хăвăр тĕллĕн ан тăвăр, çак ĕçе тума специалистсене чĕнĕр. Вĕсем хăйсен ĕçне те пĕлеççĕ, мĕнле материалсемпе усă курмалли çинчен те ăс парĕç.

Акă кăмака туса пĕтернĕ. Ку вăл пĕтĕмпех мар-ха. Ăна шуратмалла, тĕтĕм тухакан мăрьене тĕплĕн пăхса тăмалла, мĕнле те пулсан çитменлĕхе курсан, вăхăтра тỹрлетмелле. Хутса ăшăтмалли вăхăт çитес умĕн тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслемелле те кашни виçĕ уйăхран хăрăмран тасатса тăмалла.

Нихăçан та кăмакана краççынпа е ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе тивертме юрамасть. Кăмака çумне нихăçан та йывăçран е çулăм хăвăрт ярса илме пултаракан япаласене ан лартăр. Кĕле сỹнтерсен те кил-çуртпа хуралтăсенчен 10 метрта вырнаçнă ятарласа хатĕрленĕ шăтăксене кăна тăкма юрать. Çунакан газ плитисемпе кăмакисене пăхсах тăрăр, çак ĕçе ачасене ан хушăр.

Чылай чухне пушар электричество пралукĕсем юсавсăр пулнинчен сиксе тухать. Тĕрĕслесех тăрăр вĕсене. Электричество шутлакан счетчиксем çине "нăрăсем" ("жучоксем") лартни саккуна пăсни çеç мар, хăвăра инкек умне кăларса тăратни те пулать. Вĕсем автомат пек ĕçлеймеççĕ. Çавна пула вут-çулăм хуçа пулса тăрать.

Юлашкинчен тахçанхи каларăша аса илтерес килет: "Шăрпăк ачасемшĕн тетте мар". Эппин вĕсене килте нихăçан та пĕччен ан хăварăр, шăрпăксене пытарăр.

В. МОРОЗОВ,
Вăрмарти пушар хуралĕн инструкторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика