Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха туптарĕç

02 августа 2006 г.

о Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн

Ăсталăха туптарĕç

Пушара хирĕç кĕрешсе пултарулăха туптас тĕллевпе кашни çулах Чăваш Республикин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн "Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба" патшалăх учрежденийĕн пушар подразделенийĕсем хушшинче ăмăртусем ирттереççĕ. Пирĕн зонăна кĕрекен пушар чаçĕсен командисем çак кунсенче Вăрмар поселокĕнче ăмăртрĕç. Унта Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ хулисен, Вăрмар, Шупашкар, Красноармейски районĕсен пушарникĕсем - пурĕ 36 çын хутшăнчĕç.

Малтан поселокри Спорт çурчĕ умĕнче савăнăçлă лару-тăрура ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ, чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăхĕн районти комиссийĕн председателĕ Ю.Соколов, Вăрмарти пушар чаçĕн начальникĕ В.Ефремов, Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕ, ăмăртусен тĕп судйи А.Серебряков, "Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба" патшалăх учрежденийĕн начальникĕн заместителĕ В.Трофимов саламларĕç.

Ăмăртусем уçăлни çинчен пĕлтернĕ хыççăн унăн тĕрлĕ тапхăрĕсем районти стадионта, 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн территорийĕнче иртрĕç. Тăватă енĕпе ăмăртрĕç пушара хирĕç кĕрешекенсем - 100 метрлă чăрмав тăрăхне "парăнтарчĕç", пушар пусмисем тăрăх çуртăн 3-мĕш, 4-мĕш хучĕсене хăпарчĕç, пушар машинине вут-çулăма хирĕç кĕрешме хăвăртрах хатĕрлессипе тупăшрĕç.

Пĕтĕмĕшле результатсем тăрăх пĕрремĕш вырăна Çĕрпỹ команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сĕнтĕрвăррисемпе Красноармейскисем тивĕçрĕç. Пирĕн район команди тăваттăмĕш пулчĕ. Анчах çакна палăртма кăмăллă - ăмăртун чи йывăр тапхăрĕнче - машинăна пушара хирĕç кĕрешме хатĕрленĕ çĕрте - ентешсем виççĕмĕш пулчĕç. Команда членĕсене ятран асăнма та кăмăллă. Вĕсем: Д.Платонов, В.Моисеев, Валерийпе Виталий Константиновсем, А.Молостовкин, В.Левин, Э.Мясников, Р.Рублевкин. Ăмăртусене йĕркелесе ертсе пыраканĕ вара районти 39-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ В.Ефремов тата В.Сергеев инженер пулчĕç.

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика