Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркỹн çĕнĕ çурчĕ çĕкленĕ

02 августа 2006 г.

Чиркỹн çĕнĕ çурчĕ çĕкленĕ

Кивĕ Вăрмар ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинче нумаях пулмасть Михаил Архистратиг ячĕллĕ чиркỹ уçăлнăччĕ. Турра ĕненекенсем тăрăшнипе çĕкленнĕ чиркỹ çурчĕшĕн районти пур халăх та кăмăллă. Кунта Турра ĕненекенсем йышлă çỹреççĕ. Вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе тата халăх ыйтнипе чиркỹн çĕнĕ çуртне çĕклеме палăртнă. Акă ку ĕç халĕ "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕн районти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн начальникĕ А.Павлов пулăшма кăмăл тунипе вырăнтан тапранчĕ. Ăс-хакăлăн аталанăвĕ хăвна халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет те ĕнтĕ. Районта пурăнакансем çав туйăма ăнланса илсен питех те аван пулĕччĕ. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен те пархатарлă пулнă. Халĕ те çакă ăруран ăрăва куçса пырать. Юлашки вăхăтра чиркỹсем еннелле çулсем такăрлансах пыраççĕ. Çине-çинех чиркỹсем хăпараççĕ. Ку сăваплă ĕçе ЧР Президенчĕ Н.Федоров та пысăк витĕм кỹрет. Пирĕн районта та çĕнĕ чиркỹ çурчĕ кĕске вăхăтра çĕкленессе шанаççĕ ĕненекенсем.

А. НИКОЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика