Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ чун

29 июля 2006 г.

о Санăн çыннусем, район

Мал ĕмĕтлĕ чун

Нинель Петровна ДМИТРИЕВА 1951 çулта Свердловск облаçĕнчи Туринск хулинче çуралнă, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн аслă наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Унтан вара пурнăçне Вăрмар районĕпе çыхăнтарнă, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă - "Россия" совхозăн тĕп агрономĕ, партком, партин районти комитечĕн секретарĕ, райĕçтăвком председателĕ, райадминистрацин пуçлăхĕ. Халĕ "Чăваштоппром" РГУПăн Вăрмарти филиалне ертсе пырать. "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ята, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Куратпăр, тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ Нинель Петровнан. Анчах пур ĕçре те вăл хăйне пултаруллă, пуçаруллă, çын нушине ăнланакан, савăнăçне пĕрле пайлама пултаракан руководитель пулнипе палăрса тăнă, тăрать те.

Пĕрремĕш хут Нинель Петровнан ĕç пулĕмне студент чухнех, райхаçатра практикăра пулнă май, пысăках мар ыйтупа кĕме тивнĕччĕ. Калаçăвăн малтанхи самантĕнченех унран темле ăшă тухнăн туйăнчĕ, çынна хăй майлă самантрах çавăрма пултарни палăрчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех ыйту татăлчĕ те.

Ертсе пыракан тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ чухне Нинель Петровна районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн пысăк ĕçсем тунине каламасан та пурте пĕлеççĕ. Вăл район пуçлăхĕнче тăрăшнă 1993-1995 çулсем çĕр-шывшăн пĕрре те çăмăл пулмарĕç. Анчах çав вăхăтра та алла усмасăр, район экономикипе социаллă сферине упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшрĕ.

Хальхи ĕçĕнче те пуçаруллă та маттур Нинель Петровна. Кил-çуртсене хутса ăшăтассине, котельнăйсене газ çине куçарнă май çĕр кăмрăкĕ, вут-шанкă туянакансен йышĕ чакать паллах. Ку ларуран та тухма май тупнă мал курăмлă ертỹçĕ. Халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама майсем тупнă. Халĕ "Чăваштоппром" филиалĕнче йывăç çураççĕ, станок витĕр кăларса çынсем ыйтнă пек хатĕр продукци сутаççĕ. Заказпа кантăк рами, алăк, сак-пукан ăсталаççĕ.

Çĕвĕ цехĕнче 6 çын вăй хурать, халатсем, вырăн таврашĕ çĕлеççĕ. Йывăç-хăма типĕтме сушилка хута янă. Пур кирлĕ техника та вырнаçтарнă.

Кăçалтан утар та пур предприятин. Эппин "Чей ĕçесчĕ пылпала" юрра халĕ коллектив ĕçченĕсем "Чей ĕçетпĕр пылпала" - тесе те юрлама пултараççĕ. Çапла вара, предприяти тупăшлă ĕçлет, ура çинче çирĕппĕн тăрать, республикăра та малтисен шутĕнче.

Ĕççи малашлăхĕшĕн чунне парса тăрăшать Нинель Петровна, унпа пĕрлех общество ĕçне те хастар хутшăнать, вăл районти хĕрарăмсен канашĕн активлă членĕ. Çемьере те кил ăшшине упрать вăл. Унта яланах тирпейлĕ те хăтлă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ, вĕсем ура çине тăнă ĕнтĕ. Асанне пулма та ĕлкĕрнĕ вашават та çепĕç чунлă хĕрарăм. Июлĕн 25-мĕшĕнче Нинель Петровна Дмитриева 55 çул тултарчĕ. Пĕтĕм ыррине кăна сунас килет ăна, малалли çул такăр пултăр.

В. ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика