Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске вăхăтра, пахалăхлă

29 июля 2006 г.

о Реформăна пурнăçа кĕртессишĕн

Кĕске вăхăтра, пахалăхлă

Пурăнмалли çурт-йĕр çинчен калаçнă май пуриншĕн те çивĕч ыйту пирки чарăнса тăмасăр май çук - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăласси тата çĕнетсе улăштарасси. Реформăн тĕп саманчĕ вăл инженери инфраструктурине çĕнетсе улăштарасси, пулăшу ĕçĕсене çынсем туйса илмелле лайăхлатасси, çуртсемпе хваттерсенче ăшă, шыв, çутă перекетлеме туса парасси. Эпир вара çуртсенче йĕрке тăвас тата унта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе тăрăшатпăр. Акă сăмахран, кăçал К.Иванов урамĕнчи 1, Заводская 41, Мир 12, 14, 18 çуртсен çивиттисене юсанă. Механизатор урамĕнчи иккĕмĕш çуртăн маччине улăштарнă. Унсăр пуçне Ленин урамĕнчи 35, Некрасов урамĕнчи 12 çуртсен умĕнче карта тытнă.

Республикăри "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр. Çавна май Крупская тата Некрасов урамĕсенче 220 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ хывнă, ăна Чулкасран килекен шыв пăрăхĕпе çыхăнтарнă.

Хальхи вăхăтра Молодежная урамри 8-мĕш çурт патĕнче дренаж трубисем улăштарас ĕç пырать. Çак ĕçсене В.Николаев, А.Кузьмин, И.Павлов слесарьсем В.Александров экскаваторщик пур тăрăшулăхпа пурнăçлаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансен ĕçĕн вĕçĕ çук. Кашни кунах хваттер хуçисем хăйсен проблемăлла ыйтăвĕсемпе пирĕн патне пулăшу ыйтма килеççĕ. Эпир вара вĕсене пур енлĕн пурнăçлама тăрăшатпăр. Акă Молодежная урамри пĕр çуртăн подвалне шыв тулма пуçланă. Ку е вăл пăтăрмахсене вăхăтра татса памалла, васкавлă юсав ĕçĕсем тумалла тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле каласан çуллахи лайăх вăхăтпа усă курса юсав ĕçĕсене тĕплĕн, пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр та.

В. МИШИНА,
тĕп инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика