Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сарă тырă пỹлмене тултăр

26 июля 2006 г.

о Ĕççи - 2006

Сарă тырă пỹлмене тултăр

Пỹлми вара хамăр районти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) пултăр. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Ахальтен мар. Кĕçех кĕрхи хĕрỹ ĕç вăхăчĕ çитет. Ял тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсем вырмана тухаççĕ. Ăнса пулнă тĕш тырра вара тасатса, типĕтсе пỹлмесене хывмалла, сутса хуçалăх кассине укçа-тенкĕллĕ тумалла. Кун пек тума вара сире районти тырă йышăнакан пункт яланах пулăшма хатĕр. Акă, нумаях пулмасть кунта çĕнĕ тырă йышăнма епле хатĕрленнине тĕрĕслеме патшалăх комиссийĕ килсе çитнĕ: Чăваш Республикинчи "Чăвашхлебопродукт" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ П.Диомидов, кунти производствăпа технологи пайĕн специалисчĕ Л.Акименко, ЧР патшалăхăн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ В.Мохнатова, ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн представителĕ Р.Русина, районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Николаев, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕсем Н.Васильевпа Н.Николаев.

Тĕплĕн тĕрĕслерĕç, пуринпе те интересленчĕç. Чи малтанах документ çаврăнăшĕсене еплерех тытса пынипе интересленчĕç. Тĕш тырă пахалăхне тĕрĕслекен производствăпа технологи лабораторинчи оборудованипе те кăсăкланчĕç. Унтан складсене курса çỹрерĕç. Кунта халлĕхе 180 тонна тĕш тырă упранать. Вĕсенчен халăха сутма куллен хутăш апат хатĕрлеççĕ. Пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Тулă кĕрпи туса хатĕрлекен цехра та пулчĕç. Сăмах май каласан, ку кĕрпене çулталăкне 22 тонна авăртаççĕ, "Чăвашхлебопродукт" системине кĕрекен ытти районти тырă йышăнакан пунктсемпе элеваторсенче туса кăларакан тĕрлĕ культурăсенчен хатĕрленĕ кĕрпене улăштарса вырăнта сутаççĕ.

Тĕрлĕ сортлă çăнăх упранакан складра та тирпейлĕ. Çăнăхне ытларах районтах вырнаçтараççĕ. Тĕслĕхрен, 2003 çулта пĕр уйăхра вăтамран 83 тонна сутнă пулсан, кăçал вара ку кăтарту 144 тоннăпа танлашать.

Ял хуçалăх техникисен запас пайĕсем те кунта хăтлă вырăнта. Вĕсене хăш хуçалăх илес тет пурне те тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ тырăран укçине тỹлемелле те параççĕ. Предприятире пушар машинисем те пур. Инкек таврашĕ сиксе тухсан вĕсем яланах çула тухма хатĕр. Çакна комисси членĕсем хăйсем курса ĕненчĕç.

Районти тырă йышăнакан пункт çĕнĕ тырă йышăнма начар мар хатĕрленнине курах пулĕ "Чăвашхлебопродуктăн" генеральнăй директорĕ Павел Васильевич республикăри апат-çимĕç фончĕ валли упрамалли 4 пин тонна яхăн тĕш тырăна та пирĕн районти тырă йышăнакан пунктра упрамаллине палăртрĕ. Тĕрĕслỹ итогĕсене пĕтĕмлетсе хăш-пĕр вак-тĕвек çитменлĕхсем çинчен те аса илтерчĕ.

Предприяти директорĕ В.Александров малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи ĕççи вăхăтĕнче, апат-çимĕç фончĕсĕр пуçне тата тепĕр 2 пин те 60 тонна тĕш тырă йышăнма палăртнă, çав шутран 1200 тонна тулă, 300 - ыраш, урпа 600 тонна. Çĕнĕ тырă йышăнма кредит илме пулнине те пĕлтерчĕ Владимир Васильевич.

Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕрех.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика