Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкрен вĕрентни асра юлать

26 июля 2006 г.

о Светофорик

Пĕчĕкрен вĕрентни асра юлать

Çул-йĕр çинчи инкексен тĕп сăлтавĕ - çул-йĕр правилисене пĕлменни, автотранспорт çỹрекен вырăнта, автобус çине ларнă чухне асăрханусăр пулни, урамра аслисем ачасене тимлĕх уйăрманни тата ытти те. Çавна май Вăрмар поселокĕнчи "Зоренька" ача сачĕн педколлективĕ шкул çулне çитмен ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентме тĕллев лартнă. Ачасене çак правилăсене вĕрентес ĕç РФ "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен" саккунĕн методика рекомендацийĕпе, "Приключения Светофорика" программăпа пурнăçланса пырать. Педколлектив районти "Светофорик" смотр-конкурса ирттерессипе кăларнă приказпа тĕплĕн паллашнă. Пирĕн ача садĕнче те ку енĕпе мероприятисен планне йĕркеленĕ.

Ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессипе педколлектив тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисем çак правилăсемпе экскурссисенче, çул-çỹрев хулисенче паллашаççĕ. "Çул çỹрев хули" вăл - ача садĕнчи ятарлă вырăн, унта тăкăрлăксене, транспорт чарăнăвне палăртнă, светофор, çул-йĕр паллисене, çул-çỹрев указателĕсене кăтартнă, çуртсен, лавккасен, столовăйсен, шкул, аптека, велосипедсем, машинăсем лартнă гаражсен макечĕсем пур. "Çул çỹрев хули" - ачасен чи юратнă вырăнĕ. Кунта вĕсем выляççĕ, унпа пĕрлех çул-йĕр правилисене, знакĕсене вĕренеççĕ. Килтен ача садне, лавккана, шкула çỹреме хăш çулпа меллĕреххине, çул урлă каçнă чухне хăрушлăха кĕрсе ỹкес мар тесе вĕренеççĕ. Вăйăра вара ытларах ачасем çул-йĕр правилисене лайăх астуса юлаççĕ. Кашни ушкăнрах сĕтел çинче вылямалли теттесем нумай. Вĕсене ятарласа лавккасенчен туяннă, хăшĕ-пĕрисене воспитательсем хăйсем ăсталанă. Çак вăйăсене выляса ачасем çул-йĕр правилисене вĕренсе пыраççĕ. Пирĕн ача садĕнче кашни ушкăнрах "Шоферы", "Светофор", "Регулировщик и дорога" вăйăсем иртнĕ. Ачан ăс-тăнне аталантарма пулăшакан "Машинăсем тата пăрлак çул", "Эсĕ урама тухсан" вăйăсем урамра хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ. Ачасене çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха вĕрентме "Тĕрĕс суйла", "Çырăва вула", "Эсĕ тимлĕ-и?", "Çул кăтарт" дидактикăлла вăйăсем пулăшаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн агитаципе пропаганда инспекторĕпе Н.Александровпа тĕл пулса занятисем ирттерни те ачасемшĕн усăллă пулчĕ.

Ача садĕнче ирттернĕ "На помощь в Светофорию", "ПДД - наши верные друзья", "Красный, желтый, зеленый" тата ытти вăйăсем, викторинăсем, конкурссем, уявсем, "Безопасные дороги - детям" ачасен ỹкерчĕкĕсем, "Инсценирование шофера" театрализациленĕ представлени, "Зеленый огонек" пукане театрĕн спектаклĕ ачасене çул-йĕр правилисене вĕренме, хăрушлăха сирме пулăшать.

Ачана çул-йĕр правилисене вĕрентес ĕçре ашшĕ-амăшĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çак тĕллевпе ача садĕнче ятарласа "Светофорик" информаци стенчĕ йĕркелерĕмĕр. Ку темăпа ашшĕ-амăшĕсемпе уçă алăксен кунĕ, çавра сĕтел хушшинче калаçу ирттернĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмалла: "Светофорик" смотр-конкурс ирттерни ачасене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, аталанма, культурăллă, дисциплинăллă çын пулма пулăшать.

М. ПЕТРОВА,
"Зоренька" ача сачĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика