Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă композитор

26 июля 2006 г.

Паллă композитор

Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра хамăр ентеше, Геннадий Сергеевич Максимова, халалласа аса илỹ каçĕ ирттерчĕç. Г.Максимов Чăрăшçырма ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. Пурăннă пулсан кăçал 75 çул тултаратчĕ. Унăн пурнăçĕ 1949 çултанпах музыкăпа çыхăннă, çак çул вăл Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн Хусанти консерваторинче пĕлĕвне малалла тăсать. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен тĕрлĕ çĕрте вăй хурать: художествăлла руководитель, Чăваш патшалăх ансамблĕн руководителĕ, тĕп хормейстер, Хусан консерваторине вĕренсе пĕтерет, ун хыççăн чăваш музыка театрĕнче дирижерта вăй хурать. Вăл нумай юрăсем кĕвĕленĕ. Пултаруллă композиторăн ĕçĕ-хĕлĕпе хавхаланса та мухтанса каласа пачĕç унăн çывăх çыннисем: Светлана Петровна - Г.Максимовăн мăшăрĕ, Чăвашрадио корреспонденчĕ О.Туркай Њвĕсем çак каçа ятарласа килнĕЌ, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова, тĕп специалисчĕ Ю.Максимов, топсбыт директорĕ Н.Дмитриева, районти тĕп библиотека заведующийĕ Г.Алексеева. Вĕсен аса илĕвĕсенчен Г.Максимов композиторăн пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пекех куç умне тухса тăчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле Г.Максимовăн "Сукмак" юррине те юрларĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика