Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ЭПИР ПУРТЕ ЯЛТАН ТУХНĂ"

22 июля 2006 г.

"ЭПИР ПУРТЕ ЯЛТАН ТУХНĂ"

(Пирĕн ыйтусене "АККОНД" АУОн генеральнăй директорĕ Валерий ИВАНОВ хуравлать).

Валерий Николаевич ИВАНОВ 1954 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тăвай районĕнче Тенеялĕнче çуралнă. Шупашкарти кондитер фабрикинче - 1977 çултанпа. Инженер-электрик, тĕп механик пулнă. 1987 çултанпа - генеральнăй директор.

Çемьеллĕ, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Аслă Петĕр ячĕллĕ "Раççейĕн чи лайăх менеджерĕ" наци премине тивĕçнĕ. 2004 çулта II степень "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă.

Ял шăпи çинчен

- Валерий Николаевич, сăмаха фабрикăри ĕç-хĕл тавра пуçламаллаччĕ пуль те, çапах чи малтан урăххи пирки ыйтам-ха. "АККОНД" гендиректорĕ ял хуçалăхне куç хывнă текен сас-хура хăлхана кĕчĕ. Пĕр хуçалăха ура çине çĕклет имĕш. Мĕн ку - хăвăра çĕнĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхас тени-и е тăван тăрăх умĕнче парăмлă пулнине туйни-и?

- Вăл та, ку та пур пуль. Тĕрĕсех, ял хуçалăхĕнче те ĕçлеме пуçларăмăр. Анчах укçана таçта юта мар, Чăваш Енех хыватпăр. Хам та ялтан вĕт, Тăвай районĕнчен. Пĕр енчен, кунта хамăрăн бизнеса диверсификацилес тени те пур. Тĕп ĕçе хỹтĕлес тĕллевпе урăх отрасле укçа хыватпăр. Кирек мĕнле пулсан та кондитер отраслĕ вĕçĕ-хĕррисĕр ỹсеймĕ.

- Мĕншĕн шăпах ял хуçалăхне?

- Иккĕленместĕп, Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕ - аталану, чĕрĕлỹ пуçламăшĕнче. Ертỹçĕ, тăван ене юратакан çын пулнă май эпĕ ял чĕрĕлессе çирĕп шанатăп. Патшалăх та ял хуçалăхне аталантармасăр пуласлăх çуккине ăнланса илетех. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ вара - шăпах çакна ăнланма пуçланин палăрăмĕ. Ялсенче пулатпăр-çке, куратпăр, унта лару-тăру çăмăл мар - çакна асăрхамăш туни вырăнсăр . Апла тăк çаврăнар ял еннелле. Аслă çултан пăрăнса кăштах шаларах кĕрĕр - унта пулăшу кирлине тỹрех куратăн.

Апла пулин те эпир укçана çилпе вĕçтерес шухăшлă мар. Ял хуçалăхне хывакан укçа та тупăш кỹрĕ. Тĕрĕсех, парăм, патриотизм туйăмĕ те пур. Рынок условийĕсенче, тен, хаяртарах та пулмалла пуль, çапах яла пулăшмаллине туятăп. Тăвай районĕнчи пĕр предприятие илтĕмĕр. Территори, юхăннă техника пур. Акман çĕрсем... Шел те, çĕр-шывăмăрта унашкалли те пайтах. Район администрацийĕпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Инвестици хыватпăр, техника туянатпăр. 10 миллион тенкелĕх туяннă та ĕнтĕ. Çĕре арендăна илетпĕр. Çуркунне пин гектара яхăн тырă акса хăвартăмăр. Пирĕн фабрика миллион-миллион долларлăх проектсене туртса кăларать, ялта та ĕçе ăнтаратпăрах тесе шутлатăп.

- Сирĕнте ял çыннин, хресченĕн чунĕ сỹнмен пулас...

- Ял çыннисенчен нумайăшĕ паян Мускавра, ытти хулара ĕçлет. Каçарăр та, пирĕн йỹнĕ ĕç вăйĕпе усă кураççĕ вĕт. Мĕншĕн кунта ĕç вырăнĕсем йĕркелес мар? Тăван ялта пултăм. Арçынсем пухăннă. Валерий Николаевич, атьăр, строительсен бригадине йĕркелетпĕр, Мускава çỹресе йăлăхрăмăр, унта пире улталаççĕ теççĕ. Кунтах ĕçлесшĕн. Фабрикăра вахта мелĕпе ĕçлеме хирĕç мар, районта предприяти пулсан унтах тăрăшма хатĕр. "Эпир сана шанатпăр", - терĕç. Эпĕ вара вĕсене шанатăп. Апла тăк мĕншĕн тĕрев парас мар? Районта мĕн чухлĕ ытларах предприяти ăнăçлă ĕçлĕ - çынсем хăйсене çавăн чухлĕ хăтлăрах туйĕç. Тата симĕс çĕленпе туслашасси те çавăн чухлĕ сахалрах пулĕ... Тĕлĕнмелле пек: çын мĕн чухлĕ ытларах ĕçлесе илет - урă пурнăç уншăн çавăн чухлĕ çывăхрах. Укçа пулсан ĕçкĕпе иртĕхме майĕсем ытларах пек ĕнтĕ. Çук çав, çын ытларах ĕçлесе илме тытăнсан унăн пачах çĕнĕ интерессем çуралаççĕ. Вĕренме, карьера тума тăрăшать, ачисене вĕрентесшĕн, машина туянасшăн...

Пурнăçа çапла йĕркелемесĕр нимĕн те пулмĕ. Патшалăхăн сухаçăшăн, платникшĕн, ыттисемшĕн ĕçлемелле мар, унăн çынна ытларах ĕçлесе илме майсем туса памалла. Ĕçлесе илнинчен - налук. Çапла вара патшалăх хăй те аталанать. Питĕ ансат формула. Анчах, кỹренмелле те, ял хуçалăхне хăй вăхăтĕнче куçран вĕçертрĕмĕр. Эпир пурте ялтан тухнă, çавна май пушшех чуна йывăр.

Пĕлтĕр "АККОНД" патшалăх хыснине 300 миллион тенке яхăн налук хывнă. Япăх-им? Кашни ĕçчен пуçне пайласа шутласан çавăн чухлĕ налук хывакан предприяти республикăра сахал. Вăт, республикăра ĕçлекен кашни çын пуçне çавăн чухлĕ налук пухăнсан Чăваш Еен бюджечĕ мĕнешкел пысăк пулмалла! Çавăнпа калатăп: ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пур.

- Тăван ялта час-часх пулатăр-и?

- Атте-анне çук ĕнтĕ. Аннене виçĕм çул пытартăмăр, атте, вăрçă нушине тỹснĕскер, маларах çĕре кĕнĕ. Çапах атте-анне çурчĕ, 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче лартнăскер, тĕрĕс-тĕкелех, ăна юхăнма памастпăр, вăл хăнасене йышăнма яланах хатĕр. Анне 11 ачана пурнăç парнеленĕ. Халĕ манпа пĕр тăвансем саккăрăн пурăнаççĕ. Ялта - пысăк çемьеллĕ аппа. Çавна май ялăмăр - пире пухакан, пĕтĕçтерекен вырăн. Ĕç пỹлĕмĕнче те хамăр яла сăнлакан ỹкерчĕк çакасшăн-ха. Çулсем иртнĕ май çав сăнсем пушшех чуна çывăххине туятăн. Акă мĕншĕн, чăнах та, ялăмăр умĕнче парăм туйăмĕ юлни сисĕнет. Тен, çакна каярах юлса сисетĕп пуль, çапах пулăшмаллине пĕлетĕп.

Ял хуçалăхĕнчи ĕçе хамăрăн фабрикăпа пĕр технологи процесне пĕрлештерес тĕллевĕмĕр пур. "АККОНДа" уйăхра çĕр-çĕр тонна çăнăх, сахăр, вун-вун тонна çăратнă сĕт, типĕ сĕт кирлĕ. Кунта пĕр районти хуçалăхсен вăйĕ кăна çитеймĕ те. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен пĕр-пĕр чаплă комплекс хута ямасăр чарăнмăп. Эпĕ те ял хуçалăхне кăштах чухлатăп - хаçат вулатăп вĕт ЊкулатьЌ. Сĕтпе ĕçлекен мини-завод та кирлĕ. Районтах, унта ĕç вăйĕ те йỹнĕ. Пур-пĕр халăх хавхалансах ĕçлĕ. Унта хатĕрлекен продукци вара фабрикăна килĕ. Теплицăсем тума та майсем пур.

Çынсемшĕн тăрăшни çинчен

- Ял хуçалăхĕнче пайта курас кăмăл пур тетĕр. Анчах эсир ахаль те нумай пулăшатăр-çке: ачасене, шкулсене, спортсменсене, ватăсене...

- Ăнланăр, обществăра çырман саккунсем пур. Алăри пỹрнесем те пĕр мар, çынсем те тĕрлĕ. Хăшĕсене пулăшу кирлĕ. Ку укçана пĕр чарусăр салатмаллине пĕлтермест. Çапла, пулăшатпăр. Калăпăр, "Малютка" ача çуртне пулăшни, паллах, пире тупăш кỹмест. Кунта каллех хайхи "парăм туйăмĕ" палăрать пуль. Тепĕр енчен, общество йывăрлăха лекнисене çапла пулăшса хăйне те хỹтĕлет. Бизнесра вăл е ку шая çĕкленнĕ çыннăн çапла пулăшмалли майсем çуралаççĕ пулсан, ман шутпа, айккине пăрăнни вырăнсăр.

- Предприятире те, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, социаллă программа йышлă.

- Çынсене ĕçе йышăннă - вĕсен ĕçлемелле. Манăн çак ĕçшĕн йĕркеллĕ тỹлемелле. Питĕ ансат пек. Анчах çынсем кунтан пăрахса ан кайччăр тесен вĕсене илĕртмелле. Çын - чи хакли. Сахăра, калăпăр, укçалла туянма пулать. Çынсене вара, ĕçлекенсене, воспитани парса çитĕнтермелле, ĕçе хăнăхтармалла. Пĕр вăхăтрах çирĕп ыйтмалла, тимлĕ те пулмалла. Вĕсем ĕçе савăнса килччĕр, ĕç хыççăн вара тулли кăмăлпа киле кайччăр. Эпир ĕç укçине чи йывăр çулсенче те яланах вăхăтра тỹленĕ.

Унсăр пуçне хамăрăн ĕçченсене çур хакпа апат çитеретпĕр. Эпир туллинех тỹлеме те пултаратпăр, анчах тỹлевсĕрри иртĕхтерет. Çапла туни пире пĕр енчен столовăя тăкаксăр ĕçлеттерме май парать, тепĕр енчен, йĕркеллĕ апатланакан çын лайăх ĕçлет, чирлемест. Тăрăшса ĕçлекенсене отпуска кайнă чух пĕр оклад чухлĕ хушса тỹлетпĕр. Çулталăк тăршшĕпе больничнăй илменнисене - тепĕр оклад. Кунта та - предприятие усă кỹрес тĕллев: çын чирлес мар тесе спортпа туслаштăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр. Сывă çын вара тăрăшса ĕçлет. Инкек-мĕн пулсан Њопераци-и е урăх, пулăшу кирлĕЌ укçан пулăшма тăрăшатпăр, процентсăр кредит паратпăр. Коллектива ытти енĕпе те хавхалантаратпăр.

- Фабрика хăйĕн продукцийĕн ассортиментне çĕнетсех пырать. пылак юратакансене çывăх вăхăтра тата мĕнпе савăнтарасшăн?

- Çĕнĕ линисем хута яни - пурнăç хистевĕ. Урăхла çул çук. Эпир укçа ĕçлесе илме вĕрентĕмĕр. Çав укçана ĕçе хывмалла: производствăна, технологисене. Паян Раççей экономики çĕкленсе пырать. Пирĕн хамăрăн бизнеса çирĕплетсе, анлăлатса ĕлкĕрмелле. Продукци калăпăшне ỹстерсе, тупăша, тухăçлăха пысăклатса. 5-6 çултан рынок тулса çитĕ. Каçарăр та, çын хăй çиейнинчен ытларах канфет çимĕ. Çавăнпа та ыран рынокри вырăншăн кĕрешме тивĕ. Эпир çакна хатĕр. Мĕнпе? Лайăх продукципе, ассортиментпа, лайăх технологисемпе, перекетлĕ оборудованипе тата ыттипе те. Çавăнпа çуллен çĕнĕ линисем хута яратпăр, унчченхи линисемпе те çĕнĕ йышши канфет-печени кăларма усă куратпăр. Раççейре çуккине тума тăрăшатпăр. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çĕнĕ тутăллă çимĕçпе те тĕлĕнтерĕпĕр-ха. Çĕнĕ икĕ технологи линийĕ туянма контрактсем тунă ĕнтĕ.

Кĕçех 52 тултаратăр. Çамрăк тееймĕн. "Çитĕ, мĕн тунипе çырлахас та малалла лăпкă кăна пурăнас", - текен шухăш çуралмасть-и?

- 52 çул нумай тесе шутламастăп. Тĕрĕссипе, хамăн çулсем çине çаврăнса пăхма вăхăт та çук. Умра - пысăк ĕçсем. Çавна май чарăнас, юхан шыв хĕрринчи пĕчĕк кăна садлă хăтлă çуртра тĕпленсе лăпланас шухăшсем канăçсăрлантармаççĕ-ха. Эппин, малалла ĕçлĕпĕр.

- Ăнăçусем пулччăр.

Н. КОНОВАЛОВ калаçнă.
("Хыпар" хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика