Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр - пирĕн районта

22 июля 2006 г.

Министр - пирĕн районта

Район администрацийĕнче иртнĕ Министерство кунне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ, РФ Верховнăй суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управлени начальникĕ В.Петров, ЧР Президент Администрацийĕн управленийĕн организациллĕ ĕçсен пай начальникĕ А.Краснов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин пайсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Министерство кунĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская хăйсен министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, 131 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемеллин пĕтĕмĕшле принципĕсем" Федераллă саккун, Чăваш Республикин 2006 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, ĕç укçи, налук тỹлес ыйтусене, тĕрлĕ отрасльсен аталанăвне пăхса тухнă.

ЧР Президент Администрацийĕн Управленийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ А.Краснов "Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйласси" ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. РФ Верховнăй суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управлени начальникĕ В.Петров суд органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Çавăн пекех çĕрпе тата пурлăхпа çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă.

Юлашкинчен ĕç итогĕсене район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетнĕ.

Министерство кунне килнĕ ĕçлĕ ушкăн Вăрмар хула тата Чулкас ял тăрăхĕсенче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Э. МАЛЕНКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика