Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра асăрхануллă пулăр

22 июля 2006 г.

Шывра асăрхануллă пулăр

Шыв хĕрринче массăллăн канмалли вăхăт пуçланнăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Çак тапхăрта шывра асăрханусăр пулнипе инкексем те пулчĕç, виçĕ çын шывра путса вилчĕ. Иртнĕ çул вара 2 çын пурнăçĕ татăлнă пулнă.
Хăрушă инкексем тек ан пулччăр тесе райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕ çакăн çинчен аса илтерет:
- хăрушă мар тата ятарласа уйăрнă вырăнсенче кăна шыва кĕрĕр;
- эрех ĕçсен шыва кĕме хăрушă;
- кĕпер çинчен е ытти çỹллĕ вырăнсенчен чăмиччен шыв тĕпне тĕрĕслĕр;
- шăнăр туртма тытăнсан, çухалса ан кайăр, шыв çинче тытăнса тăма тăрăшăр, пулăшу ыйтса кăшкăрăр;
- шыв вăйлă юхакан вырăна лексен, хирĕçле мар, çырана тухас тĕллевпе юхха май ишĕр;
- авăра лексессĕн, хăраса ан ỹкĕр, тарăнраххăн сывласа илĕр те, шыва чăмса, айккинелле хăюллăн талпăнăр, çиеле ишсе тухăр;
- çыранран аякка ишсе ан кайăр;
- хăйсем тĕллĕн шыва кĕрекен ачасем час-часах путаççĕ, çавăнпа вĕсене пĕччен ан хăварăр;
- шывра иртĕхни инкек-синкек патне илсе пырать;
- шыва кĕнĕ чух пĕр-пĕрне куçран ан çухатăр.
Юлташсем! Шывра асăрхануллă пулăр, хăвăр пурнăçăр умне хăрушлăх кăларса ан тăратăр!

Ю. ЕФИМОВ,
райадминистрацин гражданла оборона
тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен
пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика