Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьерен хакли нимĕн те çук

22 июля 2006 г.

о Çул çитмен ача

Çемьерен хакли нимĕн те çук

Ачана çуратни çеç çителĕксĕр, ăна кирлĕ пек пăхса, вăй-халран та, ăс-тăнран та тĕрĕс-тĕкел çитĕнтермелле. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пĕр çеккунтлăха та манас марччĕ. Анчах та хăш-пĕр чухне "куккукла" амăшĕсем те тĕл пулаççĕ.

Пĕчĕк ача малтанхи вăхăтра пурнăçра мĕн тума юранипе юраманнине тавçăрса илеймест, чылай чухне тĕрлĕ ĕçсене ăнланмасăр тăвать. Кун пек чухне ачана ăнланма тăрăшмаллах, тỹрех алла чĕн пиçиххи е патак тытса "ăса" кĕртмелле мар пулĕ тетĕп. Ку вăл воспитани меслечĕ пулмĕ. Тăтăшах патак "çисе" ỹсекен ачан мĕн пĕчĕкренех аслисем патне шанчăк пĕтет, ĕненми пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен ача писет. Вăл вара урăх çĕрте, вăрттăн, никам курман вырăнта "лăпкăлăх" шырать. Ку вара çамрăк чуншăн мĕн ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварать. Саккун тăрăх çул çитмен ачасене тивĕçлипе пăхманшăн, вĕсемпе пĕр шелсĕр хаяр пулнăшăн, хĕненĕшĕн ашшĕ-амăшне хытă айăплама, вĕсен правине туртса илсе уголовнăй йĕркепе явап тыттарма пултараççĕ. Çемье ăшшине вара нимĕн те çитеймĕ, унран хакли çук.

В. АНАНЬЕВА,
районти ШĔП çул çитмен
ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика