Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлтан пурнăçласан ăнăçу пулатех

22 февраля 2007 г.

Кăмăлтан пурнăçласан ăнăçу пулатех

 

Ял хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисем, çăмăллăхлă кредит пама тытăннăранпа, вăйланнăçемĕн вăйланса пыраççĕ. Пĕлтĕр ку укçана 300 пин тенкĕ таран панă пулсан, кăçал вара ăна 1 миллион чухлĕ илме пулать.

«Самана тĕрлĕ енлĕ улшăннине пирĕн тĕрĕс йышăнма пĕлмелле. Ку вара пурнăçра чи кирли темелле, унсăрăн питĕ йывăр. Патшалăх çăмăллăхлă кредит парса пулăшни питĕ аван, хушма хуçалăхра чылай пулăшу кÿрет», - тет Тикашри В. Чернов.

Нина Михайловнăпа Валерий Георгиевич Черновсем паянхи куна кил хуçалăхĕнче çăвăрлакан тĕп сысна ами - 7, пуçласа çăвăрлаканнисем - 7, амăшĕсенчен уйăрнă çурасем - 32, ĕне тата ытти выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Кун пек чухне халăхра, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, теççĕ. Черновсен те çавăн пекех. Выльăх-чĕрлĕх кунĕпех кавлет, вĕсене вăхăтра тăрантармасан тупăш илесси пирки калаçмалли те çук. Черновсен - аслисен тĕрекĕ вара ывăлĕпе кинĕ - Владимирпа Светлана. «Вĕсем пулмасан кун чухлĕ выльăха тытайрас та çук. Çамрăксенче - пуласлăх, пирĕн шанчăк», - тет Нина Михайловна ывăлĕпе кинĕ чупса çÿресе выльăхсене апатлантарнине кăмăллăн пăхса. Чăнахах та Черновсем çав тери хастар çынсем пулни пĕрре пăхсах палăрать. Ывăлĕ Владимир выльăхсене апатлантарса пĕтерчĕ те турех ашшĕ тин çеç вăрăм çултан таврăннă автомашинине пăхас тесе хыпаланма пуçларĕ. Ку автомашинăна вĕсем çăмăллăхлă кредитпа туяннă.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика