Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕрен пуçарнă ĕç ăнăçтăр

14 февраля 2007 г.

Çĕнĕрен пуçарнă ĕç ăнăçтăр

 

Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕ çулсерен ата-ланса пыма пуçлани куç умĕнчех. Ял çыннисене патшалăх енчен çăмăллăхлă кредит парса пулăшни вара вĕсене çунат хушать. Çакна вара хам куçпа курса ĕнентĕм.

Тикашри «Иванов» фермер хресчен хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх валли хальхи çĕнĕ технологипе килĕшÿллĕн арккăллă вите тума пуçлани пирки тин çеç район хаçатĕнче çырса кăтартнăччĕ, акă кунта ĕнтĕ халĕ амăшĕсенчен уйăрнă сысна çурисем пĕр уйăх пурăнчĕç те. 20-25 килограмм таякан тутă çурасем сарă улăм ăшне вăшт çеç чăмаççĕ. Вĕсене пăхса тăрсан çуллахи кунра ачасем шывра выляни аса килет. Николайпа Любовь Прохоровсем сысна пăхакансем вĕсене тутă та сывă, лайăх ÿт хушăнтарса çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсене çитĕнме пулăшакан апата тĕрлĕ витаминлă хутăшсемпе пĕрле типĕлле параççĕ. Шывĕ те, апачĕ те куç умĕнчен талмасть, мĕн чухлĕ çиес килет пыр та çи.

Ку хуçалăхра тĕрлĕ ăратлă кроликсем те тытаççĕ.

Хуçалăхра малтанхи саманан ырă енĕсене пурнăçа кĕртсе пырассипе те тăрăшаççĕ. Чи кирли вара кунта туса илнĕ продукцин хăй хаклăхне пĕчĕклетесси. «Çĕнĕрен пуçарнă кашни ĕçре мĕн те пулин çĕнни пурах, ăна пурнăçа ăнăçлă кĕртмелле кăна», - тет хуçалăх ертÿçи В.Иванов.

 

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика