Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫЛ ХУРЧĔ ПЕК ЕÇЧЕН ÇЕМЬЕ

11 октября 2008 г.

 

Çак сăмахсене Çĕнĕ Вĕренерте пурăнакан Петровсем чăннипех те тивĕçлĕ. Вĕсем ларса-канма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Кил хуçалăхĕнче те пыл хурчĕсем тытаççĕ, Тикашри утарта та вăй хураççĕ. Ку çемье пуçлăхĕ Николай Александрович пыл хурчĕсемпе мĕн ачаранах çыхăннă, мĕншĕн тесен унăн ашшĕ те килте пыл хурчĕсем тытнă. Çапла вара çак хăнăхнă ĕç ăруран ăрăва куçнă Петровсен. Николай Александрович çемье çавăрсан, мăшăрĕпе - Елена Георгиевнапа иккĕшĕ, чăннипех те пыл хурчĕсем пекех ĕçлеме тытăнаççĕ. Çапла вара вĕсем пĕр улшăнмасăр 30 çул Тикашри утарта вăй хураççĕ. Çак хушăра хуçалăхăн ячĕ тĕрлĕрен пулнă - утарĕ çавах. Халĕ вăл «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăх çинче. Ку утарта яланах тирпей-илем хуçаланать, пур япала та хăй вырăнĕнче.

Елена Георгиевнапа Николай Александрович виçĕ ача - икĕ ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Икĕ ачи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Халĕ Сашăпа Олеся И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕренеççĕ. Кĕçĕнни вăтам шкултах ăс пухать.

- Пурнăç кукри тĕрлĕрен пулчĕ, çапах та пирĕн утара салатса ямарĕç. Пылне туса илме условисем те туса пачĕç, патшалăха та чылай сутрăмăр. Çакă ĕнтĕ хуçалăх ертÿçисенчен те нумай килчĕ. Пире пулăшса пычĕç, - тет Н.Петров утарçă. Ăна вара утарта ĕçлеме пуринчен ытла мăшăрĕ Елена Георгиевна пулăшать. Çуллахи каникулсенче ачисем те хăйсемпе пĕрле утарта ĕçлеççĕ.

- Пыл хурчĕсем хăйсем питĕ ĕçчен те пире те çавна хăнăхтарчĕç пулĕ, - тет Е.Петрова.

Çапла пурăнать Çĕнĕ Вĕренерти Петровсен çемйи Тикаш утарне утакан çула якатса. Вĕсен çулĕ яланах такăр пултăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика