Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнма та, ăмăртма та май тупрĕç

17 июля 2013 г.

Савăнма та, ăмăртма та май тупрĕç

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Мăнçырма ял халăхĕ Акатуй ирттерме хатĕрленчĕ. Акатуйпа пĕрлех 16-мĕш хутчен А.Трофимова асăнса велоспорт-маунтинбайк енĕпе иртекен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма тĕрлĕ хуласемпе республикăсенчен паллă велоспортсменсем темиçе кун малтан килсе çитрĕç. Анчах та çанталăкĕ...
Пĕр енчен, çĕр ĕçченне савăнăç кÿчĕ нумайччен кĕтнĕ питĕ вăхăтлă çунă ăшă çумăрĕ, тепĕр енчен, спортсменсемшĕн вăл чăрмавлă пулчĕ. Анчах та вĕсемшĕн «сивĕ те, вĕри те хăрушă мар», хăйсен дистанцине вĕсем пурте ăнăçлă чупса тухнă, лайăххине мала хурса (вăхăтлă çумăр çулталăклăх усă кÿрет тенĕ пек) ял халăхĕ те, спортсменсем те савăнма та, ăмăртма та май тупрĕç.
Çумăрĕ çусах тăнине пăхмасăр шкул стадионне çынсем пырсах тăчĕç. Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов Акатуй пуçланнă ятпа саламланă хыççăн ял пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, ун хыççăн ялти вăтам шкул директорĕ В.Николаев, район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухса калаçрĕç, уявпа саламларĕç, ĕçре çитĕнÿсем, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
Сцена çинче - ялти информаципе культура центрĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕ. Çулталăкне миçе хутчен халăх умĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтармасть-ши çак ушкăн! Кашнинчех вĕсене тин курнă пек йышăнать ял çынни. Пултарулăх ушкăнне çĕнĕ çынсем хутшăннине палăртма та питĕ кăмăллă. Г.Павловăпа Е.Цыркунова пĕчĕк ача пуррине пăхмасăрах уяв концертне хутшăнма май тупнă. Апла пулсан вĕсенче пурнăç интересĕ, вăй-хал тапса тăрать. Ушкăн ĕçне кĕвĕ-çемĕ енчен йĕркелесе ертсе пыраканĕ - Г.Васильев. Вăл ертсе пынă чухне «вырăнти артистсен» начар юрлама майĕ те çук.
А.Петров çинчен уйрăммăн каласа хăвармалла. Çичĕ теçетке çул хыçра пулин те вăл хăйне çамрăк чухнехи пекех çăмăл туять, юрă хыççăн юрă çырса кĕвĕлесе хăй хайлавĕсемпе савăнтарать.
Ял çыннисем ялти уйрăм учрежденисене май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшаççĕ. ИКЦ илемлĕх ертÿçи Л.Романова Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан В.Пидюков культура çуртне музыка центрĕ парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Концерт хыççăн велоспорт-маунтинбайк ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ пуçланчĕ. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов кашни ÿсĕмри мала тухнă велосипедистсемпе паллаштарчĕ, çĕнтерÿçĕсене пурне те медаль, диплом, икĕ кунхи ăмăрту результачĕсем тăрăх çĕнтерÿçĕ шутне кĕнисене тата укçан парне парса хавхалантарчĕ.
Чи çÿлте пулмасан та, çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çинче тăма ялти шкулта вĕреннĕ, Вăрмарти спорт шкулĕнче А.Саминов тренерпа пултарулăхне туптанă, хальхи вăхăтра Ленинград облаçĕнче Сестрорецк хулинчи Олимп резервин интернат-шкулĕнче вĕренекен Н.Мясников тивĕçлĕ пулни пире савăнтарчĕ.
Çанталăкне кура спортăн нумай ăмăртăвĕсене ирттерме май килмерĕ пулсан та кĕрешÿ паттăрне палăртасах терĕç Мăнçырмасем. Кĕрешÿ лаптăкне малтан пĕчĕккисем тухрĕç, вĕсем хÿттинче те чи вăйлине палăртма нумай тупăшма тиврĕ.
Кĕрнеклĕ те çирĕп шăм-шаклă 10 арçын çырăнчĕ паттăрсен ушкăнне. Кашниех вăйлă, парăнасшăн мар. Çивĕч кĕрешÿ хыççăн кĕрешÿ лаптăкне виçĕ пăхаттир юлчĕ: С.Александров, О.Николаев тата С.Павлов. Вăйлисенчен чи вăйлине палăртас самант пурне те хумхантарать: кам-ши кăçалхи кĕрешÿ паттăрĕ; Çĕнтерÿçĕ - С.Павлов. Вăл кĕрешĕвĕн тĕп парнине - така тата укçан парне илме тивĕçлĕ пулчĕ. О.Николаев - 2-мĕш вырăна, С.Александров 3-мĕш вырăна тухрĕç. Вĕсене иккĕшне те укçан парса хавхалантарчĕç.
Кĕрешĕвĕн тĕп судйисем - Н.Романовпа В.Васильев хăйсен ĕçне пĕлсе те тивĕçлĕ шайра туса пычĕç. Çавăн пекех шашкăпа-шахмат турнирĕ те иртрĕ. Шахматла вăй виçсе пĕрремĕш вырăна А.Сысоев (Тăвай), иккĕмĕшне Н.Дмитриев (Кавал), виççĕмĕшне Н.Ермолаев (Эçпепе) тухрĕç. Шашистсенчен вара пĕрремĕш Н.Дмитриев (Кавал), иккĕмĕш Ю.Михайлов (Мăнçырма), виççĕмĕш А.Сысоев (Тăвай) пулчĕç.
Кирек мĕнле пысăк мероприяти те айккинчи пулăшусăр пулмасть. Акатуй, ăмăртусем ирттерме спонсор пулăшăвĕ кÿнĕшĕн ял халăхĕ уйрăм çынсемпе предпринимательсене: Юрий, Владимир, Сергей Афанасьевсене, В.Иванова, Ю.Иванова, Мăнçырма ял тăрăхĕн депутатне Ю.Архипова, В.Пидюкова, А.Кузнецова, В.Павлова, Н.Дмитриева, А.Вотякова, «Ĕмĕт» лавкка тытакан Иринăпа Владимир Ивановсене, Э.Иванова чĕререн тав тăвать.
Июлĕн 9-мĕшĕнче туса ирттереймен мероприятисене Мăнçырмасем иртнĕ вырсарни кун ирттернĕ, уявра халăх йышлă пулнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА, Мaнcырма ял тaрaхeн депутачe.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика