Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçе пăрахмасть

06 июля 2013 г.

Сăмахăм кунта Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Олег Михайлович Михайлов пирки пырĕ. 
Вăл Мăнçырма ялĕнче 1948 çулхи майăн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Çăмăлах пулман Олегăн ачалăхĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Кĕтÿ те кĕтнĕ, колхозри ытти ĕçсене те хутшăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех техникăпа кăсăкланнă, тракторист, шофер пулма ĕмĕтленнĕ. Çав шутпах шкул пĕтерсен ун чухнехи Куйбышев облаçĕнчи Кошкинский районĕнчи Надеждино салинче вырнаçнă механизаторсен шкулне вĕренме тухса кайнă, ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе тракторист-машинист удостоверенине алла илнĕ. Тăван яла таврăнсан «Правда» колхозра тракторист пулса ĕçлет. Совет çарне хĕсмете кайма вăхăт çитсен районти çар ĕç комиссариатĕнче Олега çара каяссинчен хăтарни çинчен пĕлтереççĕ, ара сусăрланнă амăшĕ пĕчченех юлать-çке. Ксения Константиновнан мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, 3 аслă ывăлĕ те тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран уйрăлнă. 
Çартан хăтарнă пулсан та пуçа усса лармасть çамрăк каччă. Автомашинăпа ĕçлеме çул çитнĕ май колхозра ăна ГАЗ-93 маркăллă самосвал шанса параççĕ. Каярахпа ку машина кивелсен яла çĕнĕ йышши ГАЗ-52 автомашина илсе килеççĕ. Колхоз ертÿçи ку машинăна Олега парасси çинчен пĕлтерсен вăл хĕпĕртесех килĕшет. (Ку машинăсене эпир Пенза хулинчен ĕççи вĕçленсен хăваласа килнĕччĕ). Пурнăç иртнĕçемĕн вăхăт малаллах шăвать. 1970 çул, январь уйăхĕ. Çамрăк каччă ялти хĕрпе, Нина Борисовна Степановапа, пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, çĕнĕ кил-çурт лартаççĕ, каярахпа ытти хуралтисене те улăштараççĕ. 
Нина Борисовнăпа Олег Михайлович Михайловсем 2 ывăл, 2 хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте хăйсен пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнă. Олег Михайлович çаплипех тăван хуçалăхра тăрăшать. Колхозран «Мусирминский» совхоз туса хураççĕ. Каярахпа О.Михайлов ГАЗ-53 автосамосвалпа ĕçлеме тытăнать. Шанса панă техникăна вăл юсавлă тытать. Унăн автомашини яланах çула тухма хатĕр. 
Çапла пĕр вырăнта 25 çул ĕçленĕ хыççăн О.Михайлова «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăлаççĕ. Хуçалăх ертÿçисем О.Михайлова тырă пухса кĕртнĕ вăхăтра комбайнпа ĕçлеме сĕнеççĕ. Ĕçе юратакан çын килĕшет кунпа, ара вăл тракторист-машинист-çке-ха. Хуçалăха çĕнĕ комбайнсем килеççĕ, вĕсемпе ĕçлеме вĕреннĕ, опытлă специалистсем кирлĕ. О.Михайлова ДОН-1500 комбайна шанса параççĕ, ăна вăл темиçе сезон тухăçлă ĕçлеттерет. Ĕçре хастарлăхпа пултарулăх кăтартнăшăн часах О.Михайлов «Хисеп Палли» ордена тивĕçет. 
Ĕçленĕ хушăра вăл общество ĕçне активлă хутшăнать. Ăна темиçе хутчен те район Совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Ял совет депутатне те пĕрре кăна мар суйланнă вăл. Ĕçри хастарлăхшăн ăна нумай Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем панă. Сăмахран, 2011 çулта вырма ĕçĕсем вăхăтĕнче пысăк кăтарту тунăшăн Шупашкарта пулса иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен пухăвĕнче ЖК (жидко-кристаллический) телевизор парнеленĕ. 2012 çулхи вырма вăхăтĕнче ют патшалăхран кÿрсе килнĕ комбайна тухăçлă ĕçлеттернĕшĕн хуçалăх ертÿçи ăна алла çыхмалли хаклă сехет, укçан преми пачĕ. 
Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать Олег Михайлов. Тен, çавăнпах вăл халĕ те обществăшăн усăллă ĕçе пăрахмасть. «Ĕçлес кăмăл çухалмасть-и?» - тесе ыйтсан «Мĕншĕн çухалмалла сывă пурăннă чухне» - терĕ вăл пире. Халĕ Олег Михайлович ялти шкулти автобуспа çывăх ялсенчен шкул ачисене илсе килет, киле кайса леçет. 
Н.ИВАНОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика