Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура хисепĕ

08 июня 2013 г.

«Ĕç çынна илем кÿрет», «Çынна ĕçне кура хаклаççĕ» йышши ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи кун та вăйне çухатмасть, тен, ытларах та палăрать. Мăнçырмара çуралса ÿссе Мускав хулинче тĕпленсе пурăнакан Юрий Ильич Афанасьев ял-йышăн пысăк хисепне тивĕçнĕ.
1963 çулхи июнь уйăхĕнче Илья Андреевичпа Раиса Семеновна Афанасьевсен çемйинче тăваттăмĕш ача - Юрий çут тĕнчене килнĕ. 6 ачаллă (2 хĕр ача) йышра ÿссе çитĕннĕ каччă ашшĕ-амăшĕнчен ĕçченлĕхе (вĕсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ), аслă пиччĕшĕпе аппăшĕсенчен кĕçĕннисемшĕн тăрăшмаллине вĕренсе ÿснĕ, кĕçĕннисене аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Мĕн пĕчĕкрен çемьере тивĕçлĕ воспитани илсе ÿсни çамрăка пурнăçра тĕрĕс çулпа пыма пулăшнă.
1980-мĕш çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Ю.Афанасьев Мускаври 54-мĕш номерлĕ техника училищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтерсен 1981 çултан пуçласа 1983 çулччен тăван çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Çартан таврăнсассăн Юрий Мускав хулинчи 83-мĕш строительство управленийĕнче ĕçлеме пуçлать. Çурт-йĕр хăпартас ĕçре çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пыни Юрий Ильича вĕренĕве малалла тăсма хистет, вăл Н.Э.Бауман ячĕпе хисепленекен Мускав техника университетне вĕренме кĕрет. Ĕçпе вĕренĕве пĕр вăхăтра çыхăнтарса пыма çăмăл мар пулсан та Юрий Ильич палăртнă тĕллеве пĕр чăрмавсăр пурнăçлать, 1989 çулта аслă пĕлÿ илнине кăтартакан диплом алла илет. Кун хыççăн 5 çул хушши «Союзпаркет» хупă акционер обществин» генеральнăй директорĕнче ĕçлет. 1994 çултан пуçласа паянхи кунччен - «Паркет çурчĕ» директорĕсен канашĕн председателĕ, 2006 çултан пуçласа - Италин Раççейри представительствин генеральнăй директорĕ. Ку коллективра 86 сотрудник ĕçлет, вĕсенчен 34-шĕ - Чăваш Енрен. «VERMEISTER» Итали компанийĕ Новосибирск, Благовещенск, Екатеринбург, Уфа, Шупашкар тата ытти нумай хуласемпе суту-илÿ ĕçне йĕркеленĕ. Паллах, ку ĕçе йĕркелесе ертсе пыма Юрий Ильича пĕрре те çăмăл мар, çавăнпа ĕнтĕ ĕç вăхăчĕ хăçан пуçланса хăçан пĕтнине пĕлмест вăл.
Тăван ялтан тухса кайни часах 33 çул çитет, апла пулин те ял-йышпа çыхăну пĕр самантлăха та татăлман.
1996-мĕш çултан пуçласа ялта кашни çулах Раççей шайĕнчи велоспорт ăмăртăвĕсем пулса иртеççĕ. Кунта Мускав, Санкт-Петербург хулисенчи, Самара, Свердловск, Пермь облаçĕсемпе Удмурт республикинчи паллă спортсменсемпе пĕрле чăваш спортсменĕсем те хутшăнаççĕ. Спонсорсен пысăк пулăшăвĕсĕр çак ăмăртăва ирттерме май çук, Юрий Ильич кашни çулах спонсор пулса спортсменсене чыслама хутшăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ЧР спорт министерстви физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Хисеп грамоти, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» Тав хучĕ парса чысланă.
Ялти чиркĕве хăпартнă чухне пысăк пулăшу кÿнĕшĕн Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава Юрий Ильича 2008 çулта Архиерей грамотине панă.
Ял халăхĕ газ янă чухне пулăшнăшăн Юрий Ильича паянхи кун та тав сăмахĕ калать, мĕншĕн тесен пысăк пăрăхсене илмесĕр газ ярас ĕç малалла кайман. Юрий Ильич укçа-тенкĕ парса пулăшнипе кĕске вăхăтрах кăвак çулăмпа усă курма пуçларĕç.
Юрий Ильич спонсор пулса пулăшу кÿмесĕр пĕр ĕç те пулса иртмест тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Май килнĕ таран пулăшу кÿме тăрăшнă, тăрăшать те вăл. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ милиционерсене чысласа палăк тунă чухне пулăшнăшăн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен Министерстви Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ вăл.
Вăрçăра вилнĕ ентешсене чысласа лартнă ялти палăка çĕнетме пулăшнăшăн Тав хутне тивĕçнĕ. Юрий Ильич Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕн ĕçĕсене активлă хутшăнать. Ăна «А.Г.Николаев СССР космонавт-летчикĕ» медаль тата çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿнĕшĕн ветерансен Раççей шалти ĕçсен тата шалти çарсен Ассоциацийĕ Хисеп грамоти парса чысланă.
Çакăн чухлĕ хисепе, чыса ĕçчен те ырă кăмăллă, çынна пулăшма яланах хатĕр çын çеç тивĕçме пултарать. Хăй тунă (тăвакан) ĕçсемпе Юрий Ильич чăннипех те мухтавлă.
Вăхăчĕ ытларах ĕçре иртет пулсан та çемйипе шăкăл-шăкăл калаçмалăх майне тупать Юрий Ильич. Мăшăрĕпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ, хăйсем пекех çынна юрăхлă çын туса ÿстерме тăрăшаççĕ.
В.НИКОЛАЕВ, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика