Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташсемпе мухтанатăп

05 июня 2013 г.

Пирĕн класра пултаруллă ачасем нумай. Вуннăн çеç вĕренетпĕр пулсан та тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнакансем пуррипе эпир мухтанатпăр. Район шайĕнче пулса иртнĕ кашни конкурсрах шкулти ытти ачасемпе пĕрле пирĕн класра вĕренекенсем те хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. «Чĕвĕлти чĕкеç-2013» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче пĕрле вĕренекен В.Васильева 1-мĕш вырăна тухни пире чăннипех те савăнтарать. 2-мĕш класра вĕренекен Вероника Казакова та Лерăпа пĕрле çак чыса тивĕçлĕ пулнă. Чăваш чĕлхипе литература эрнинче шкулта кашни кунах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртрĕç. Çав вăхăтрах районта «Илемлĕ юрă» тата «Çеçпĕл кăвайчĕсем-2013» конкурссем пулчĕç. Кунта та 5-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. «Илемлĕ юрă» конкурсра 4-мĕш класра вĕренекен К.Даниловăпа 3-мĕш класра вĕренекен И.Трофимова 2-мĕш вырăна тухнă. «Çеçпĕл кăвайчĕсем» конкурсра пирĕн класри Т.Аверьянова хăй çырнă сăвва вуласа 1-мĕш вырăн йышăннă. Тепĕр конкурс пирки те çырсах хăварас килет, мĕншĕн тесен унта та пирĕн класс ачисем палăрнă. Акăлчан чĕлхипе район шайĕнче иртекен «Евровидение-2013» конкурсра 10-мĕш класра вĕренекен А.Леонтьева, 5-мĕш класра вĕренекен И.Романовăпа Т.Аверьянова аслă тата кĕçĕннисен ÿсĕмĕнче 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
Эрне хушшинче çакăн чухлĕ çитĕнÿ тунă ачасемпе ăçтан мухтанас мар-ха ĕнтĕ. Пурте маттур, пурте пултаруллă.
И. РОМАНОВА, Мăнçырма шкулĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика