Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăка сăнакансен июнь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

02 июня 2012 г.

1. Куçмапа Демьян кунĕ, хресчен çавасем хатĕррине тĕрĕсленĕ.

2. Лявантипе Хăяр Фалалейĕн кунĕ, хăяр лартаççĕ. Чăрăш йĕкелĕ нумай пулсан, хăяр тухăçлă çитĕнессе шан.

3. Йĕтĕн акакан Елена кунĕ. Пĕрчĕллĕ тырăсене акса пĕтерсе, йĕтĕн-кантăр акма тытăнаççĕ. Пилеш лайăх çурăлсан, йĕтĕн ăнăçлă пуласса. Çак кун çумăрлă пулсан, кĕр йĕпе-сапаллă килмелле.

4. Василиска кунĕ, ятарласа канаççĕ, çĕр лаптăкĕсене çум-курăкпа утмăлтурат хупласран асăрханса çак кун уйра ака-суха тумаççĕ.

11. Пучах çитĕнтерекен Хветуççи кунĕ. Пучах шăркана ларать, тĕшши тулма пуçлать.

13. Лаша тăваракан Еремей кунĕ. Хресчен, ака-суха ĕçне пĕтерсе, лашине тăварать.

16. Çиллĕ Лука кунĕ. Çил кăнтăртан пулсан, çурхи тырăсем тухăçлă пулĕç.

21. Çуллахи Хветĕр кунĕ - çуллахи аслати авăтма пуçлани.

22. Çуллахи кун таврăнăшĕ. Чи вăрăм кунпа чи кĕске çĕр.

25. Çавăракан Петĕр кунĕ: хĕвел хĕл еннелле, кунсем шăрăх еннелле çаврăнаççĕ.

29. Тихăн кунĕ. Çут çанталăк шăпланма тытăнать, кайăксем юрлама пăрахаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика