Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çимĕк эрни

02 июня 2012 г.

Мăн кун хыççăнхи çиччĕмĕш эрнене Чăваш Çимĕкĕ теççĕ. Çимĕк эрнинчи кĕçнерни кун Аслă çимĕк е Мăн çимĕк туса ирттернĕ, шăмат кун масарсем çинче «чăн çĕре кайса канăçлăх тупнă ваттисене» асăнса хăналанă. Çимĕк эрни тепĕр кĕçнерни кун тухнă, вăл куна Кĕçĕн çимĕк тенĕ.

Çимĕке симĕс йывăçсем лартса кил-çурт таврашне ешĕл туратсемпе илемлетсе кĕтсе илнĕ.

Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕрлĕ кĕпçе-ĕшпĕл тупса çимелле пулнă, çичĕ хутчен шыва кĕрсе çăвăнма хушнă. Çимĕк умĕн ватти-вĕтти ятарласа улăх-çарана тухнă, вăрмана кайнă.

Мунча хыççăн вĕр çĕнĕ кĕпе тăхăнмалла пулнă, ахальтен мар халăхра: «Мăн кун кĕпи шурă пултăр, çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр», - тенĕ.

Çимĕк çитес умĕн вилнĕ тăвансене хăналама сăра туса хатĕрленĕ. Ку сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран уйрăм тунă. Çимĕк умĕн кĕçнерни кун ирех икерчĕ пĕçернĕ. Кашни килтех çуртасем çутса сĕтел лартнă. Пĕр-пĕр килĕрен уйрăлса тухнă çамрăк çемье малтан тĕп килти çынсене хăналанă.

Вăхăт кăнтăрлана сулăнсан пĕтĕм кил-йыш масар çине вулăра выртакан тăванĕсене асăнма тухса каять.

Çамрăк-кĕрĕм, кăнтăрла иртсен, пурте çимĕкрен таврăнсан, вăййа тухнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика