Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июнь - çуллахи уйăх

02 июня 2012 г.

Июнь уйăхĕ - хĕр уйăхĕ, тенĕ авалтан: çĕрĕ кĕске те çутă, сад пахчисемпе çарансем çеçкеленеççĕ, кайăксем савăнса юрлаççĕ.

Июнь - хыт кукар, тыр-пул çитĕнтерет, çулталăклăх хатĕрлет, çиме памасть. Июньти ăшă - тиртен çĕлетнĕ кĕрĕкрен те ырăрах. Çуллахи вăхăт çумăрлă пулсан, хĕл юрлă тата сивĕ килет. Çĕрле тата ирхине лăпкă пулсан, çанталăк пăсăлмасть.

Çĕрле вăйлă сывлăм ÿксен, кăнтăрла хĕвеллĕ кун пулмалла. Иртенпех хĕвел шупкан, тĕтреллĕ курăнсан, каç еннелле çумăр кĕт. Ирхине шыв çумĕпе тĕтре сарăлсан та, кăнтăрла хĕвеллĕ кун пулмалла. Каç еннелле асамат кĕперĕ курăнсан, вăрăма кайнă сăлпăранлă çанталăк иртсе каймалла. Çумăр умĕн кашкăр çырли çеçкин шăрши вăйланать. Асамат кĕперĕн тĕсне асăрха: симĕсси ытларах пулсан - çумăра, сарă тĕс ытларах-тăк - уяра, хĕрли ытларах пулсан - çиллĕ, шăрăх çанталăка, кăвак тĕс нумайрах - çил те, çумăр та вăйланасса. Июнь çарансене çавапа хăратать. Ăвăс папакĕсем мăнтăркка пулсан, урпа ăнăçлă çитĕнмелле. Пилеш чечеке ларнă вăхăтра вăлтана çупах лайăх туртать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика