Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакна шута илесчĕ

06 июня 2012 г.

Эрех-сăра сиенĕ пирки авалах пĕлнĕ. Авалхи Грецире туй вăхăтĕнче çамрăк мăшăрăн эрех ĕçме юраман. Авалхи Римра вара 30 çула çитмесĕр те ăна çăвара яма хушман. Эрех чи малтан тин тĕвĕленнĕ клеткăна пырса тивет. Çавăнпа та эрех ĕçекен амăшĕсен ачисем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăкрах çуралма пултараççĕ. Алкоголь хырăмлăхпа пырăшлăх трактĕнчен юна хăвăрт сăрхăнать. Амăшĕн юнĕнчен вара - варти ачана. Эрех организмра ытларах шĕвек пухăнакан вырăна юратать. Этемĕн пуç миминче шыв нумай, çавăнпа эрех чи малтанах пуçа пырса парать.

Кăкăр ĕмĕртнĕ чух та эрех ĕçме юрамасть. Амăшĕн сĕчĕ урлă ачана лексе вăл ĕмĕрлĕхех сиен кÿме пултарать.

Эрех ĕçес туртăм йăхран йăха та куçать. Ачаранах ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса çитĕнекен хăй каярах çапла пулма пултарать.

Эрех ĕçекен çамрăк ачан чи малтанах тăванлăх туйăмĕ йăшать: никама та юратмасть, чунсăрланать, час-часах харкашăва кĕрет, çапăçать, усал çул çине тăрать.

Эрех çитĕнекен ăрăва витĕм кÿнине нихăçан та манмалла мар.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика