Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçĕсемпе паллашрĕç

19 мая 2012 г.

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне техникăна пăхса тăракан инспекцийĕн ЧР Патшалăх инспекцийĕн начальникĕ - патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ В.Димитриев ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Çавăн пекех асăннă мероприятие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Шипов, «Чăваштопливо компанийĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А.Федотов, Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институчĕн (филиалĕн) экономика тата право факультечĕн деканĕ А.Панихина, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем: А.Тихонов, Ю.Соколов, Д.Иванов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: республикăри çамрăксене çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтересси тата вĕсен канăвне йĕркелесси, çул çитмен ачасен прависене, çемьене тата ачасене пусмăртан хÿтĕлесси, политика реформи тата ЧР законодательствине федераллă законодательствăпа килĕшÿллĕн йĕркелесси.

Чи малтанах вĕсем район администрацин ларусен залĕнче ача амăшĕсене амăшĕн капиталне илме сертификатсем пачĕç. Вĕсене 4 çемье тивĕçрĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн «Иванов В.А.», «Вăтам Энĕш», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса çурхи ака ĕçĕсем еплерех пынипе интересленчĕç. Хальхи вăхăтра асăннă хуçалăхсенче ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кунти уйсенче çĕнĕ техника шавĕ пĕрре те чакмасть. Хуçалăх ĕçченĕсем вырмана хăвăртрах вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем кăçалхи майăн 16-мĕшĕ тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем пурĕ 6753 гектар çинче акса хăварнă, çакă планпа палăртнинчен 66 процентпа танлашать. Çавăн пекех çĕр улми 562 гектар (39 процент) лартса хăварнă. Хуçалăх руководителĕсем ял хуçалăх отраслĕнче пурнăçламалли малашлăх планĕсем çинчен каларĕç, çулсерен пурлăхпа техника базине çĕнетсе пымаллине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра асăннă виçĕ хуçалăхра та çĕнĕ йышши хăватлă техника уйра ĕçлет. Çакă ĕç тухăçлăхне ÿстерет, çур акине кĕске вăхăтра вĕçлеме май парать.

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Энĕшпуç, Арапуç, Энтрияль, Аслă Чак ял тăрăхĕсене çитсе курчĕ.

А.Федотов ертсе пыракан ушкăн Арапуç ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕнче, ял библиотекинче, Культура çуртĕнче, музейра пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Вырăнти халăхпа тĕл пулса информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

А.Панихина ертсе пыракан ушкăн Энтрияль ял тăрăхĕнчи шкул, ача сачĕ, Культура çуртĕнче пулса вĕсенчи ĕç çыннисемпе тĕл пулнă, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă. В.Димитриев ертсе пыракан ушкăн Аслă Чак ял тăрăхĕн социаллă-культурăллă объекчĕсене çитсе курнă. Кунти ачасен çуллахи канăвне мĕнлерех йĕркеленипе интересленнĕ, шыва кĕмелли вăхăт çывхарса пынă май, çул çитмен ачасемпе тимлĕрех те асăрхануллăрах пулмаллине, ялсенче каçхи патруль ĕçне вăйлатмаллине каланă.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене райадминистрацинче пĕтĕмлетнĕ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика