Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврари тасалăх - чун тасалăхĕ

19 мая 2012 г.

Пĕр çын та чыссăр та килпетсĕр вырăнта пурăнасшăн мар. Анчах та чылай чухне эпир çакна хамăртан килнине манатпăр пулмалла. Çакă çуркунне, юр кайса пĕтсен, питĕ уççăн курăнать. Уйрăмах автомашинăсем çÿрекен çулсем хĕрринче «çеçпĕлсем» - пластик кĕленче тата ытти ăпăр-тапăрпа тултарнă михĕсемпе хутаçсем е уйрăммăн сапаланса выртаканнисем тухаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче çурхи шыв тапраннă вăхăтра миçе пин пластик кĕленче район тăрăхĕнчи Атăл еннелле туртăнакан юхан шывсем тăрăх юхмасть-ши? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пăлхаварлă самана иртсе кайнă хыççăн юлашки кĕске вăхăт хушшинче ялсенче çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем лартрĕç, вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Çынсем те тирпей-илем культурине хăнăхса пыраççĕ. 2009 çулта Вăрмарта иртнĕ республика кунĕ умĕн район центрĕн сăн-сăпачĕ тĕлĕнмелле улшăнчĕ: урамра куçа йăмăхтаракан тĕрлĕ тĕспе ешерекен чечексем, сăрласа илемлетнĕ карта - хÿмесем... Çуртсен сăн-сăпачĕ пирки уйрăм калаçу. Чечек клумбисемпе тĕрлĕ йывăç - тĕмĕ «хуçисем те», качакасем, урамсенче сайра курăна пуçларĕç. Вĕсен хуçисем хушшинче ăнлантару ĕçĕ ирттерни, хăш-пĕр чухне укçа-тенкĕ енчен явап тыттарни усă кÿчĕ-кÿчех.

Кăçал Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн иккĕллĕ уяв - поселок 65 çул (ăна официаллă майпа вăраха тăсмасăр ирттерме палăртнă) тултарчĕ, район вара сентябрьте 85 çулхи юбилейне паллă тăвĕ, анчах çакă çуркунне хула, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртесси, уявĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулсан та, вĕсемпе çеç çыхăнман. Çынсен ытларахăш пайĕ таса урамра, кил-çуртра пурăнсан чунта тасарах, ырăрах пулнине ăнланнинче.

Пурин те çакна ăша хывасчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика