Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç та çын пекех ÿссе ватăлать

12 мая 2012 г.

Йывăç лартасси мĕн авалтанпах чи сăваплă ĕçсенчен пĕри пулнă. Аллея, раща е сад пахчи çитĕнтересси тата та аванрах. Пирĕн те, паянхи кун çыннисен, çак ырă йăлана пăрахăçлас марччĕ, хамăр пурăнакан çĕр чăмăрне симĕслентерессишĕн ытларах тăрăшасчĕ. Йывăç лартнипе кăна мар, вĕсене пăхса тăрасси çине те тимлĕх уйăрмалла, ватăлнă йывăçсене касса кăкламалла. Ĕлĕк йăмрасем нумай лартнă, халĕ вĕсем ватăлса çитрĕç ĕнтĕ. Киввисене çĕнетмелле. Кашни шкулăн пахча пур, манăн шухăшăмпа шкулсенче тĕрлĕ йывăç хунавĕсем çитĕнтермелли ятарлă питомниксем тусан аван пулмалла. Тĕслĕхрен - çăка, пилеш, хурăн. Кирлех мар йывăçсене вара, американ вĕрени йышшисене, пĕтермелле. Ытларах тĕмсем лартмалла, вĕсем электричество проводисене лекменнипе аван. Акă хам пурăнакан Арапуçĕнче çĕнĕ йывăçсем лартмалли вырăнсем нумай. Е.Никитин ячĕпе асăнса тăракан урам пирĕн ялта çĕнĕ урам шутланать. Кунта çĕнĕ йывăçсем лартмалла, епле аван пулĕччĕ кашни çемье çак ĕçе хутшăнас пулсассăн, илемлĕ хурăнсем лартсассăн. Ĕмĕр тăршшĕпе вăрман ĕçне парăнса ĕçленĕскере мана çак ыйту питĕ пăшăрхантарать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика