Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Президенчĕ - В.Путин

12 мая 2012 г.

Майăн 7-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн должноçне Владимир Владимирович Путин пурнăçлама тытăннă. Енчен те Президента хальччен 4 çуллăха суйланă пулсан, ку хутĕнче - 6 çула.

Инаугураци çирĕплетнĕ йĕркепе пулса пынă - Мускаври Кремлĕн Пысăк керменĕнче Патшалăх ялавне, Президент штандарчĕпе Конституцин ятарлă кăларăмне (ун умĕнче президентсем присяга тытаççĕ) илсе кĕнĕ.

«Суйланă Президент хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пуçлани - Раççей пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр, - тенĕ Д.Медведев. - Çынсен интересĕсене пурнăçа кĕртес тесе социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе ума тăратнă тĕллевсене пурнăçланă. Экономикăна модернизацилессине пуçланă. Пурне те пурнăçласси пулман, çавăнпа та çак ĕçе малалла тăсмалла. Чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри - граждансем политикăна анлăн хутшăнни». Ун хыççăн суйланнă РФ Президенчĕ В.Путин халăх умĕнче тăракан тивĕçе пурнăçлама шантарса тупа тунă, Президент должноçне пурнăçлама тытăннă

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика