Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçĕсемпе паллашнă

12 мая 2012 г.

Апрель уйăхĕн юлашки кунĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулнă.

Вăл райадминистрацин пуçлăхĕпе К.Никитинпа районта ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Çав тĕллевпе вĕсем «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă, кунта ĕçсем ăнăçлă пулса пынине палăртнă. «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче те ĕçсем аван пыраççĕ. Çĕнĕ техника илни те ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыма техникине çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн «Россагролизинг» урлă нумаях пулмасть МТЗ-1221.2 урапаллă трактор илнĕ. Пуçламăш взнос хывнă хыççăн унăн хакне 7 çул хушшинче тÿлесе татмалла.

«АгроЧаки» тулли мар яваплă обществăра пулнă май министр кĕрхи культурăсем хĕл мĕнле каçнипе кăсăкланнă. Вĕсем вара ку хуçалăхра 800 гектар йышăнаççĕ.

Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май С.Павлов министр пур шайри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме сĕннĕ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика