Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - Вăрмар тăрăхĕнче

24 марта 2012 г.

 

Пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин пулчĕ. Вăл поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çĕнĕ çурта, «Светлана» тулли мар яваплă обществăна, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çурта официаллă майпа хута янипе пуçланчĕ. Çакна палăртмалла: асăннă çуртри хваттерсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, авариллĕ, кивĕ çуртсенче пурăнакансем тивĕçрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Васильев, А.Разумов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçăн 3 ветеранне, вăрçăра пуçне хунă салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсемпе вăрçă инваличĕсене (пурĕ 6 çынна) хваттер уççисене пачĕ. Çавăн пекех 27 çемье хваттер уççисем илчĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин Вăрмар поселокĕн инфратытăмĕ çулран-çул аталанса пынине, çавна май Европа шайĕнчи нумай хваттерлĕ капмар çуртсем çĕкленнине, çакă кунта пурăнакансем валли майлă условисем туса панине палăртрĕ. Çавăн пекех республика премьерĕ çурт-йĕрлĕ пулма федераци, республика шайĕнче тĕрлĕ социаллă программăсем ĕçлени çинче те чарăнса тăчĕ. Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернине те ырларĕ, çакă вара вĕсене вырăнта тĕпленсе тата ĕçлесе пурăнма май панине каларĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ватăсем: «Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, хăтлă».

Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев хваттер хуçисене саламласа çемье ăшшине тытса пыма çирĕп сывлăх сунчĕç.

Çĕнĕ хваттер уççине илнĕ Татьяна Мефодьева çĕнĕ капмар çуртра пурăнма тÿр килнĕшĕн район администрацине, республика правительствине ырăпа палăртса хăварчĕ.

Унтан ĕçлĕ ушкăн «Светлана» тулли мар яваплă обществăн çĕвĕ фабрикин çĕнĕ çуртне уçнă çĕрте пулса курчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин палăртнă тăрăх, асăннă общество хальхи рынок тапхăрĕнче пĕр тикĕс аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Унăн пуçлăхĕ С.Белоусова çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Вăл республика премьерне тата ытти район, республикăн яваплă çыннисене фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе, производство цехĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра кунта 57 çĕвĕç ĕç тумĕсем çĕлет. Асăннă предприятин филиалĕсем те пур. Вĕсем Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче вырнаçнă, вĕсенче пурĕ 19 çĕвĕç тăрăшать. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк асăннă обществăн. Светлана Николаевна палăртнă тăрăх тĕллев - çитес вăхăтра çĕвĕçсен йышне 70 çынна çитересси, çавна май тиесе ăсатнă продукцин калăпăшне çулталăкра 20 миллион тенкĕ таран ÿстересси. Унпа пĕрлех ĕç укçине те ÿстерес тĕллев пур.

ЧР Минстрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн малалла «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе унти ĕçченсем çурхи ака ĕçĕсене еплерех хатĕрленнипе интересленчĕ. Пирĕн район кăçалхи çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессипе чылай ĕçсем пурнăçлать. Кăçалхи мартăн 22-мĕшĕ тĕлне районĕпе вăрлăхлăх тырă 2875 тонна хатĕрленĕ (100 процент), вĕсенчен 2265 тонна(78,8 процент) кондициллĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 1558 гектарпа танлашать. Çав шутран çĕр улми - 290, тĕш тырă - 937, нумай çул ÿсекен курăксем - 325, пахча çимĕç 6 гектар йышăнать. Унччен усă курман 526 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене гектартан 43 центнер, çĕр улмие гектартан 350 центнер таран туса илме палăртать. Хальхи вăхăтра асăннă хуçалăхра 21 çын тăрăшса вăй хурать. Ĕççи вăхăтĕнче вĕсен йышĕ 100 çын таран çитет. Çурхи ака ĕçĕсене тухăçлă ирттермешкĕн кунта çунтармалли-сĕрмелли материалсем - 20, минераллă удобренисем - 145, вăрлăхлăх тĕш тырă культурисем - 200, çĕр улми вăрлăхĕ 670 тонна хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çурхи ака ĕçĕсене ирттерме хатĕр. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ республикăра ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри пулнине, чи нумай çĕр улми çитĕнтерекенсен йышĕнче пулнă май ăна типĕ çанталăкра çĕнĕ йышши агрегатпа шăварса пысăк тухăç илме пултарнине те палăртрĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче И.Моторин Анаткасри райпо лавккинче те пулса курчĕ. Кунта сутăнакан продукцин ассортименчĕпе паллашрĕ, туянакансемпе калаçрĕ.

Юлашкинчен Иван Борисович кăçалхи çурхи ака ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсене çăмăллатнă хакпа туянассине хăвăртлатмаллине, ял хуçалăх техникине ĕççине вăхăтра хатĕрлемеллине, минераллă удобренисем ытларах туянмаллине, çурхи ака ĕçĕсене агротехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса кĕске вăхăтра ирттерсе ямаллине палăртрĕ.


Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика