Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра сиплемелли чир

24 марта 2012 г.

 

Мартăн 24-мĕшĕ туберкулез чирĕпе кĕрешмелли кун шутланать. Çак кун 1882 çулта нимĕç ăсчахĕ Роберт Кох пĕрремĕш хут микроскоппа туберкулез чирне пуçарса яракан бактерисене курнă. 1993 çулта вара Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци (ВОЗ) туберкулез чирне тĕнчере анлă сарăлнă чирсен шутне кĕртнĕ, мартăн 24-мĕш кунне çак чирпе кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Ун тĕллевĕ - халăха туберкулез чирĕ, вăл ăçтан лекме пултарни, мĕнле сыхланмалли çинчен каласа ăнлантарасси.

Туберкулез çав тери анлă сарăлнă. Кашни 4 çеккунтра çĕр çинче пĕр çынна туберкулез чирĕ ерет, кашни 20 çеккунтра пĕр çын вилет. Кашни çул - 2 миллион çын.

Туберкулез - ерекен чир, унран сыхланма та, сывалма та пулать. Сывă çынна вăл чирлинчен кăна ерет.

Туберкулез чирĕ пĕтĕм органсенчех аталанма пултарать: шăмăсенче, пÿресенче, куçра, пĕверте... Вăл çÿçре тата чĕрнере кăна пулмасть, çапах та унăн микробĕсем организма сывлăшпа пĕрле кĕреççĕ. Сывă иммунитет, çирĕп организм вĕсене йăлт пĕтерет. Енчен те микробсене вĕлерме вăй çитмест пулсан, вĕсем лимфăна, кайран юна куçаççĕ. Юн тăрăх пĕтĕм органсене çитеççĕ. Ытларах чухне (92 процент) микробсем ÿпкене ларса юлаççĕ те ÿпке туберкулезĕ пуçланать. Çавăнпа та ăна вăхăтра тупса маларах сиплеме пуçланинчен ырри нимĕн те çук.

Çак кунсенче «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх пуçланчĕ. Унăн вăхăтĕнче халăха хăрушă чир çинчен ăнлантарса парас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика