Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕсье телефонĕ уралансан

20 октября 2009 г.

Пурнăç шав малалла васкать. Куллен улшăнать, ылмашăнать вăл. Мĕн те пулин çĕнни сиксе тухатех куллен. Акă, кĕсье телефоннех илер-ха. Унччен шутламан çак пĕчĕк япала çынна усă кÿрет тесе. Халь куç умĕнчех… Çăмăллăх вĕт ватти-вĕттишĕн теТуххăмрах таçта та çитетĕн, темĕн те пĕлетĕн. Хаклă вăхăт та перекетленет капла.

Юлашки вăхăтра, чăннипех те, кĕсье телефонĕсемпе усă куракансем йышланчĕç. Кĕсьере укçа пулсанСуйлама, туянма çеç ан ÿркен. Лавккасенче, сăмахран, чи йÿннине — 1000 тенкĕпе илме пулать. Татах та хаклăраххи, меллĕреххи кирлĕ-тĕктархасшăн.

Манăн сăмахăм кунта кĕсье телефонĕсене куç хываканнисем пирки-ха. Ара, вĕсене çухатнă тĕслĕхсем час-часах вырăн тупаççĕ пирĕн хушăра. Икĕ тĕслĕхе çеç илсе кăтартам.

Красноармейскинче пурăнакан утмăл урлă каçнă Хĕветут валли хĕрĕ Шупашкартан телефон туянса пачĕ. “Атте, çуралнă кун ячĕпе саламлатăп сана. Манран парне пултăр. Куллен кирлĕ япала ку, — тесе ашшĕне кĕсье телефонĕ тыттарчĕ. — Ан çухат…”

Хĕветут питĕ савăнчĕ парнешĕн. Çак çула çитсе те алла тытса курман вăл кĕсье телефонне. “Тавах сана, хĕрĕм. Халь эпĕ çамрăклансах кайрăм пуль. Çĕр-шывĕпех калаçма пултаратăп вĕт”, — хĕрне хĕпĕртенипе питçăмартинчен чуп туса илчĕ Хĕветут. — Çухатмăп-ха. Вăрламасан…”

Вăрламасан… Ăçтан аса килчĕç-ха çак сăмахсем. Пĕр икĕ уйăх ĕçлерĕ-ха Хĕветут телефонпа. Хăть хăçан та ăна уйăрмарĕ. Пĕррехинченпĕррехинче

Хĕветутăн çамки çине вĕтĕ тар пĕрчисем тапса тухрĕç. Красноармейскинчи хваттерне кÿршĕллĕ ялтан тăван-пĕлĕшĕ çитнĕччĕ. Хĕветутăн мăшăрĕ — чăп-чăмăр пит-куçлă Укахви, кăмăллăскер, тăпăртатсах сăйларĕ Хреççине. Хреççи, аллă урлă каçнă хĕрарăм, хăйпе пĕрле мăнукнеРитăна та çавăтса килнĕччĕ.

Хĕветута нумай кирлĕ-иПĕр-икĕ черкке хунă хыççăн вырăн çинелле йăванчĕ.

Телефон çук манăн. Çакăнта журнал сĕтелĕ çине кăларса хунăччĕ. Эсĕ тăруках тытман-и? Аппу патне Канаша шăнкăравлатăп тенĕччĕ те… — хумханнипе аллисем чĕтренине пытараймарĕ Хĕветут. — Эх!..

Эрнене яхăн шырарĕç кĕсье телефонне Ухтаровсем. Çавăрса пĕтермен вырăн та хăвармарĕç хваттерте. Тупаймарĕç те…

Аптранă енне Укахви юмăçа та çитрĕ. “Тупăнать. Ан кулянăр. Тупăнать...”, — лăплантарчĕ сарă хĕрарăма юмăç.

Алманч тăрăхĕнчи пĕр ялта пулса иртни те куç умĕнчех-ха. Ашшĕ-амăшĕн килне хулара ĕçлекен хĕрĕ килнĕ. Канмалли кунсенче сад- пахчари çырласене татса пулăшасшăн вăл.

— Ой! Ой! Мĕнле çитрĕн. Кăçал улми-çырли тăкăнсах тăрать вĕт. Атя, иксĕмĕр кăштăртатар кăштах. Малтан хурлăхан, унтан крыжовник пухар, — йăл куллине пытармарĕ амăшĕ. — Вĕсенчен компот та, варени те хатĕрлĕпĕр…

Хĕрĕ хăйпе пĕрле кĕсье телефонне те илнĕ. Ăна çенĕкри сĕтел çине хунă.

— Ман килес… Вăй патăр, — хулăн сасă хăлхана хупларĕ пахчара. — Пулăшмалла мар-и?…

Мĕн сăлтавпа çÿренĕ-ши Кĕпитун çавăн чух?.. Çакна Укахпа хĕрĕ халĕ те тавçăраймаççĕ. Арçын куç умĕнчен çухалсанах çенĕкре телефон çĕтнине асăрхарĕç вĕсем.

— Кĕпитун, эсĕ илмен-и телефона? Урăх никам та алăк уçса кĕмен вĕт пирĕн пата. Туршăн та тархаслатăп. Тавăрса пар-ха, — вĕри куççуль тумламĕсене пытараймарĕ Галина. — Тархаслатăп!…

Çĕтрĕ телефон. Милицие çÿресе вăхăта çухатмарĕ Галина. Халĕ те ялти шанчăклă мар çынна çав териех тарăхать, ылханать вăл.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика