Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

22 февраля 2014 г.

22 февраля 2014 г.

Пархатарлă вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

Афган вăрçи... Кам илтмен пулĕ çак хăрушă та юнлă, ăссăр та вырăнсăр вăрçă пирки. Пиншер çынсен пурнăçне илсе кайрĕ, мĕн чухлĕ арăмсем упăшкасăр, мĕн чухлĕ ача ашшĕсемсĕр тăрса юлчĕç. Февралĕн 15-мĕшĕнче çак никама пĕлтермен, тăхăр çул ытла тăсăлнă вăрçă вĕçленни çирĕм пиллĕк çул çитрĕ. Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен çак вăрçа сакăр каччă хутшăннă. Турра шĕкĕр, вĕсем пурте киле ырă-сывă таврăннă. Манăн сăмахăм вара Владимир Иванович Ефимов çинчен пулĕ.

Владимир Иванович 1966 çулта февралĕн 8-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1983 çулта Энтриялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ, 1984 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче салтак тумĕ тăхăннă. Малтанах вăл Арменинчи Октемберян хулинче виçĕ уйăх карантинра тăнă, ун хыççăн - Афганистан. Унăн саперсен 45-мĕш полкне кĕрекен хуçалăх взвочĕ Шиндат, Панджшер, Кундуз, Баграм, Кабул, Герат, Чарикан, Джелалабад хулисен таврашĕнче пынă çапăçусене хутшăннă. Çамрăк салтак инженерсен çарĕнче çапăçу хатĕрĕсене турттаракан автомашинăпа çÿренĕ. Икĕ çул хушши тăхăр килограмлă бронежилет, виçĕ килограмлă каска, Калашников автомачĕ унăн пурнăçне сыхланă. Вун виçĕ хут вăрçă заданийĕсенче хутшăннă. Чи хăрушши вара Саланг ту каççинче пынă çапăçусем асра юлнă çамрăк салтакăн. Çак Саланг ту каççи витĕр пилĕк километрлă тоннель тăсăлса выртать, çак тоннельте пирĕн салтаксем çине вутлă хура тăхлан çумăр пек тăкăннă, кашни утăмра минăсем, тăшман танатисем. Нумай-нумай пирĕн салтак выртса юлнă çак хăрушă тоннельте.

Вăл службăра тăнă полк душмансен ушкăнĕн пуçлăхĕ Ахмад Шах Масуд йĕркелесе янă экстремистсен бандин боевиксене хирĕç пыракан вăрçă заданийĕсене хутшăннă. Хăйĕн командирĕсенчен Шутов прапорщика тав сăмахĕсемпе аса илет Владимир Иванович. Паттăр арçын кăкăрĕ çинче «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «40-мĕш Çар. Çарсене илсе тухнăранпа 20 çул», «Пархатарлă Афган халăхĕнчен», «Хĕç-пăшаллă вăйсене - 70 çул» медальсем, «Воин-интернационалист» паллă çуталса тăраççĕ. Вăрçă çинчен аса илнĕ вăхăтра хастар чунлă арçыннăн куçĕсем шывланчĕç, сăнĕ çинче тунсăх, куляну палăрчĕ. «Эпир тÿссе, чăтса тухнине урăх никам та ан куртăр, вăрçă текех ан пултăр, çамрăк каччăсем çапăçу хирĕнче выртса ан юлччăр», - тесе каларĕ.

1986 çулта, салтакран тăван яла, юратнă киле тĕрĕс-тĕкел таврăнсанах хастар çамрăк каччă Вăрмарти АТПра автослесарь пулса ĕçлеме тытăннă, унтанпа 27 çул пĕр самант пек чупса иртрĕ. Кашни кун - юр-и, çумăр-и, çулла-и, хĕлле-и - аслă çул çине, автобус çине васкать тăрăшуллă арçын, Энтриялĕнчен Вăрмара ĕçе çÿреме çăмăлах мар пулин те хăйĕн ĕçне юратса, тăрăшса тума хăнăхнă арçын пĕрре те ÿкĕнмест. Нумай çул хушши ĕçри тăрăшулăхшăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн нумай-нумай Хисеп грамотисем, дипломсем, Тав çырăвĕсем илме тивĕçлĕ пулнă Владимир Иванович. Вĕсен хушшинче вара, чи пахисем: 2007 çулта «Чувашавтотранс» генеральнăй директорĕ В.Гриднев панă Хисеп грамоти, 2008 çулта «Чувашавтотранс» генеральнăй директорĕ Ю.Арлашкин панă Тав çырăвĕ. 2012 çулта тепĕр паха награда илме тивĕçлĕ пулнă ĕçчен арçын. Малалла вырăслах çырса кăтартам-ха: «Почетной грамотой за многолетний добросовестный труд, личный вклад в развитие транспортной системы Чувашской Республики, достигнутые успехи в работе и в связи с профессиональным праздником Дня работников автомобильного и городского пассажирского транспорта награждается Ефимов Владимир Иванович». Алă пусаканĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, транспорт министрĕ М.Янковский.

«Арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла, ывăл çураттармалла», - тесе каланă ватăсем. Çак ĕçсене пурне те пурнăçланă Владимир Иванович. Нумай-нумай йывăç лартнă, мăшăрĕпе, Лариса Анатольевнăпа, 2003 çулта капмар та хăтлă çурт хăпартса лартрĕç, вĕсен икĕ ывăл. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, пĕтĕм çĕрте типтерлĕх, тасалăх хуçаланть. Çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур: «Сăмахĕ сахал, ĕçĕ курăмлă пултăр». Çак сăмахсем тÿрремĕнех Владимир Ивановича пырса тивĕççĕ, вăл питĕ сахал калаçать, ĕçне вара типтерлĕ те тăрăшуллă тăвать. Икĕ ывăлĕшĕн вăл тĕслĕх пулса тăрать, юратнă мăшăрĕшĕн вара - пурнăç тыткăчи.

Çакăн пек пулма ăна ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкренех вĕрентсе ÿстернĕ. Вăрçă витĕмĕ вара çакна ăша хывма хăвăртрах вĕрентнĕ пулĕ, çавăнпа та хуçăлман вăрçă паттăрĕ, малашлăха вăл патваррăн пăхать.

Каллех ваттисен тепĕр сăмахне илсе калас килет: «Ăнтăлакан çитĕнÿ тăвать». Владимир Иванович, ку сирĕн пиркиех каланă тесе калас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика