Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янра хуткупас саванасла тусам

08 июня 2013 г.

Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм

Купăс сасси, купăс кĕвви... Пин-пин çын чĕрине юрлаттарнă, макăртнă, юраттарнă, ташлаттарнă, çулăмпа çунтарнă. Савăнăçлă кĕвĕ-и, тунсăхли-и - пурте кăмăла каяççĕ. Купăс кĕввине итленĕçемĕн итлес килет, гармонисчĕсене юратас, вĕсем каланă кĕвĕпе юрлас, ташлас килет.

Энтриялĕнчи Культура çуртĕнче «Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм» ятпа вăйăç-гармонистсен тĕлпулăвне ирттерчĕç. Савăнăçлă каçра Энтриялĕнчи, Шутнерпуçĕнчи, Уйкасри, Пысăк Енккассинчи гармонистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Малтанах З.Григорьева методист купăс ăçтан пуçланса кайнине, ăна кам шухăшласа кăларни, паллă гармонистсем çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн В.Степанов, А.Лукин, А.Ефремов, Л.Лукин, И.Ефремов, Н.Гаврилов вăйăçсем курма килнĕ халăха илемлĕ кĕвĕсемпе, янăравлă юрăсемпе, хаваслă ташă кĕввисемпе чунтан савăнтарчĕç. Илья Ефремовпа Николай Гаврилов ĕлĕкхи юрăсене юрласа халăха хумхантарчĕç. А.Лукин «Мĕншĕн саврăм-ши;», В.Степанов «Хурлăхан», А.Ефремов «Çурхи вăрманта» юрăсене кăмăла çемçетмелле шăрантарчĕç. И.Ефремовăн хĕрĕ Аня, ашшĕпе пĕрле хаваслă такмаксем юрласа пачĕ. Çак купăсçăсен хушшинче вара чи çамрăкки - ултă çулхи И.Еруков пулчĕ. Вăл хăйĕн пĕчĕк аккордеонĕпе сцена çине тухсан, залри халăх ăна ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Ваня пĕр вăтанмасăр, хăйĕнчен аслă вăйăçсемпе тĕрлĕрен кĕвĕсем вылярĕ, хăйне панă ыйтусем çине туллин хуравларĕ. «Линкка-линкка», «Такмаксем» кĕвĕсене пысăккисемпе тан вылярĕ. Вăл «Çумăр çăвать» юррăн кĕввине калама тытăнсан, залран унăн юлташĕ Равиль Степанов тухса çак юрра шăрантарчĕ. Пĕчĕкскерсене халăх тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ.

Савăнăçлă каçа пухăннă халăх чунтан савăнчĕ, вăйăçсен илемлĕ кĕввине итлесе киленчĕ. Культура ĕçченĕсем хаваслă юрăсем юрларĕç. Т.Иванова, З.Григорьева - вырăсла тата чăвашла такмаксене пултаруллăн шăрантарчĕç.

Культура керменĕн директорĕ М.Галкина вăйăçсене дипломсем, парнесем парса чысларĕ.

З.ГРИГОРЬЕВА. Энтрияль ялĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика