08 декабря 2012 г.
Халăх йăли-йĕркине упрани, ăна ăруран ăрăва куçарни – пархатарлă ĕç. Çын укçа-тенкĕпе кăна пуян мар, ăна чун апачĕпе хавхаланăвĕ те питĕ кирлĕ. Çакăн пек чухне вара ĕçлес кăмăл та çĕкленет, пĕр-пĕрин ăнланăвĕ те çывăхланать, юрлас-ташлас килет. Акă çаксене тĕпе хурса Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ тата «Орин ен» ветерансен хорĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма куракан умне тăтăшах тухаççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса таврăнаççĕ. Икĕ ушкăн вара хĕрĕх ытла çынна пĕрлештерет. Кашниех чăн-чăн юрă-ташă ăсти, пирĕн артистсем чылай менроприятие илем кÿреççĕ.
Çак кунсенече эпир Красноармейски районĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи фестиваль-конкурса хутшăнтăмăр. Эпир район чысне хÿтĕлеме тивĕç пултăмăр. Ку пирĕншĕн пысăк хисеп пулчĕ.
Фестиваль-конкурс Чăваш Республикин пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ «Тусăмсене юрă-кĕвĕпе савăнтарар» çĕнтерÿçĕ проект шайĕнче иртрĕ. СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин искусство ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композиторĕ Ф.Лукин çуралнăранпа100 çул çитнипе çыхăннă. Кунта ытларах Филипп Миронович юрри-кĕвви янăрарĕ. Палах, çакă ăна сума суни пулчĕ. Фестиваль-конкурса çак районта ирттерни ахал мар: композитор Красноармейски районĕнче кун çути курнă. Искусство ĕçченĕ 800 яхăн юрă хăйланă. Фестиваль-конкурса алă ушкăн хутшăнчĕ.
Иртнĕ тапхăрта пысăк ăсталăхпа палăрнисене вара Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх филармонийĕ пуçтарчĕ. Кунта Чăваш Республикинчи 2012 çулхи культура ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕн марафонĕ пулчĕ. Çапла вара çÿллĕ шайри гала-концертра пирĕн ĕçе пысăка хурса хакларĕç. Эпир виççĕмĕш степеньлĕ лауреат пулса таврăнтăмăр. Çавăн пекех укçан хавхаланăва тивĕçрĕмĕр. Пире çапла сума суни татах та кăтартуллăрах, пултаруллăрах ĕçлеме хистет.
Куракан умне хăш шайра тухасси, юрă-ташă ăсталăхĕ, паллах, художество пултарулăх ертÿçинчен нумай килет. Кунта манăн чи малтан Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне. Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн члене В.Александрова, çавăн пекех Культура çуртне килекен кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калас килет. Халĕ вара эпир çитсе килекен уявсене хатĕрленетпĕр.
В.Васильева, Орининти Культура çурчĕн ертÿçи.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"