Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юррăмсенче эп юлăп»

04 октября 2011 г.

«Юррăмсенче эп юлăп»

           Муркаш тăрăхĕнчи Орининти культура çурчĕ çумĕнчи «Шур акăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ - район ятне-сумне çÿле çĕклекенсенчен пĕри, хăйне евĕр ахах пĕрчи. Репертуара «шĕкĕлчесе» тухсассăн тĕлĕнсе каймалла: вырăнти, ытти халăх ташши-юрри, пысăк ăсталăхпа хатĕрленĕ сюитăсем.

         Ялсенчи пултарулăх коллективĕсемпе ĕçлеме çăмăл мар паян. Профессионал коллективĕсенчен те йывăр. Çапах та «Шур акăш» ансамбль, ун ертÿçин Владимир Александровăн тĕслĕхĕ, ăнтăлăвĕ темле саманара та ăнăçу çулĕпе утма май пуррине çирĕплетет. Владимир Михайлович юрăсем те çырать, вĕсене коллективра янраттарма пархатар тупать. Ман шухăшăмпа, вăл - чăнчăн телейлĕ çын. Мĕншĕн тетĕр-и? Тепĕр композитор юрăсем çырма пултарать, анчах ун коллектив çук, юррисене çынсем илтмесен-пĕлмесен те пултараççĕ. Александровăн вара вăл та, ку та пур! Тĕплĕнрех паллашар-ха эппин унпа.

 

Кĕвĕ-çемĕ ăсталасси - юнра

 

Пиккикассинчи Александровсен çемйи ыттисенчен уйрăларах тăнă. Кил хуçисем - Михаил Александрович, Мария Андреевна - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ашшĕн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ иккĕ таранах ялтăртатнă, амăшĕн вара - Хĕрлĕ Çăлтăрпа юнашар Ача амăшĕ-героинин медалĕ те.

Хаяр та хăрушă вăрçă вĕсен чунне шăнтса кÿтме паман. Михаил Александров ялти чи чаплă, сумлă купăсçă шутланнă. Çак туртăм ачисене те куçнă. Владимир, пиччĕшĕпе шăллĕ те купăс калама хăйсем тĕллĕнех вĕреннĕ. Амăшĕ вара вĕсен кĕвĕ-çемми майăн юрă шăрантарнă.

Купăс калани çеç çителĕксĕр тенĕ пулĕ, баяна парăнтарма ĕмĕтленнĕ арçын ача. Çак шухăшпа вăл Муркашри музыка шкулĕнче вĕренме пуçланă.

9 класс пĕтерсен, 1975 çулта, Атапайри культура çурчĕн пултарулăх ертÿçинче ĕçлеме пуçланă. «Халĕ эсĕ купăс та калатăн, баян та. Пурăнмалăх ĕçлесе илме пултаратăнах», - тенĕ ăна ял çыннисем. Чăн та, пултарулăхĕ çăл куç пек тапса тăнă çамрăкăн. Хор йĕркеленĕ, концертсемпе çÿренĕ. Районтисем те ăмсанма пуçланă, хăйсем патне чĕннĕ. Хирĕçлемен каччă, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăм пуç» ансамблĕн хормейстерне куçнă. Коллектив çав çулах «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче» республика телефестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă.

 

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен

 

Çапла каланă пирĕн ватăсем. Владимир Александров та çак каларăш тĕрĕс пулнине часах ăнланнă. 1977-1981 çулсенче Шупашкарти музыка училищинче баян класĕнче ăсталăхне туптанă. Çав вăхăтрах Атапайри культура çурчĕн пултарулăх ертÿçинче ĕçленĕ. Каярах дипломлă специалист - музыка шкулĕн преподавателĕ, хор енĕпе методист, районти Сельхозтехникăри юрăпа ташă ансамбльне ертсе пынă. Вăл та пултарулăх коллективĕсен хушшинче лауреат ята тивĕçнĕ. 1988 çулта Владимир Александров çемйипе Патаккассине таврăннă, Орининти культура çурчĕн пултарулăх ертÿçине вырнаçнă. Кунта ял Канашĕн председателĕ Михаил Просов çине тăнипе çурт лартса панă. Çак тапхăртан пуçланнă та «Шур акăш» кун-çулĕ. Ун чухнехи балетмейстер - паян пурте пĕлекен ташă ăсти, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çак икĕ çын тепĕр виçĕ çултан ансамбле «халăх коллективĕ» таран çĕкленĕ. Унтанпа 20 çул сумлă ята вĕçертмест вăл. Çакăнта Владимир Михайловичăн тÿпи пысăк. Александровăн паянхи ĕçтешĕсем - Сергей Калитов балетмейстер, Валерий Ильдяков баянист-концертмейстер. Виççĕшĕ те - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

 

Çĕр-шыв тăрăх

 

Владимир Александров «Шур акăш» юрăçисемпе тивĕçлипех мухтанать. Çирĕм икĕ çул каялла ăна йĕркелесе ярас ĕçе хутшăннисем халĕ те - унăн çирĕп «шăнăрĕ»: Надежда Иванова, Римма Мокшанова, Татьяна Горшкова, Татьяна Алексеева, Галина Елизарова, Фаина Александрова, Иринăпа Юрий Скворцовсем - вĕрентекенсем, культура, медицина ĕçченĕсем. Йыш çамрăксемпе те пуянланнă: Оксана Прокопьева, Ольга Петрова хутшăннă. Ташлакансем - Оринин вăтам шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсем.

Репертуарта тĕрлĕ халăх юррисем терĕм-ха, çапах тĕп вырăнта - чăваш халăх кĕвви-çемми. Сюитăсене те вĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Илемлетекенĕсем - Александров та, Ильдяков та.

Шел, «Сикечкÿл кĕввисем» сюитăри çак йĕркесем -

Шурă, шурă, шур чечек -

Тайкаланса татар-и?

Ик кас хĕрĕ пĕр килсен

Пухăна, пухăна выляр-и? -

мĕнле илемлĕн те çепĕççĕн шăраннине сана, вулаканăм, итлеттерме май çук. Тен, итлесе киленнĕ те пулĕ. «Шур акăш» пĕрмай çул çÿревре-çке. Республика, район-зона шайĕнчи смотр-конкурссене, фестивальсене çулленех хутшăнать. Чăваш Ен тулашĕнче те пулнă. Пушкăртстана виçĕ хут çитсе курнă, Тюмень, Самар облаçĕсенче йăхташăмăрсене тĕлĕнтернĕ, унтан хăйсене килĕшекен юрă-ташăпа таврăннă, кунта çакскерсене «хамăрлатса» илемлетнĕ. 1995 çулта Александров коллективĕ Мускавра Колонна залĕн сцени çине тухнă.

Юлашки çулсенче /2009/ Липецкра Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Мистюков ячĕллĕ фестивале хутшăннă. 22 регионтан 60 ушкăн ăмăртнă, 18-шĕ диплома тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче - «Шур акăш» та. Тав çырăвĕ тата мĕн чухлĕ. Фестиваль ертÿçисем те, унта хутшăннă коллективсем те чăваш юрри-ташшипе киленсе паллашнине пĕлтернĕ.

Пĕлтĕр коллектива Беларуçре ăшшăн йышăннă. Вăл Гроднора иртекен тĕрлĕ халăхăн VIII фестивальне хутшăннă.

- Пирĕнпе пĕрле Шупашкартан пынă «Уяв» тата Минскри йăхташсен «Хамăр ял» ансамблĕсем те пулчĕç, - аса илет Владимир Михайлович. - Кăсăкли акă мĕн: вăрçă çулĕсенче нимĕçсен аллине лекнĕ хулара вăрттăн ушкăн йĕркеленĕ пĕрремĕш подпольщик пирĕн ентеш Николай Волков пулнă-мĕн. 1941 çулхи юпа - 1942 çулхи кăрлач уйăхĕсенче вăл ертсе пынипе тăшмана хирĕçле нумай ĕç пурнăçланă. Анчах ăна тытнă, персе вĕлернĕ. Елшик каччине Николай Волкова вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Эпир ун ячĕпе асăну хăми уçнă çĕре хутшăнтăмăр, Гроднори 35-мĕш шкулти музейре Николай Алексеевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Кăçал «Шур акăш» Пĕтĕм чăвашсен Чĕмпĕрте иртнĕ Акатуйĕнче пулнă.

 

Мăшăр çеç мар, шанчăклă тĕрев те

 

Çакăн пек йывăр «лава» пурте туртаймĕç. Владимир Александров I ушкăн инваличĕ пулнине шута илсен унăн чăтăмлăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать.

Владимир Михайлович - ЧР Композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Вăл - 80 ытла юрă авторĕ. Çак ĕçре ăна мăшăрĕ Фаина Петровна пулăшать. Вăл ялти шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура. Нотăсене шур хут çине вăл шăрçалать. Сакăр çул каялла çăмăл автомашинăпа çÿреме вĕреннĕ. Хăй тĕллĕн руль умне пĕрремĕш хут ларнине аса илсен халĕ те çÿçенсе илетĕп тет. Çакна вăл пĕтĕмпех юратнă упăшкишĕн, ун кун-çулне çăмăллатассишĕн тăвать.

Александровсен ывăлĕ Николай та юрă-кĕвĕ тĕнчинчен ют мар. Вăл ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Кил-çуртра ача сасси татăлмалла мар теççĕ Фаина Петровнăпа Владимир Михайлович. Тăватă çул каялла Кристинăна усрава илнĕ. Халĕ вăл та пултарулăхĕпе савăнтарать.

Культура ĕçĕнче 36 çул вăй хурать Владимир Александров. Ял-йыша, инçетри ентешсене, ытти халăх çыннисене çавăн чухлĕ вăхăт чун апачĕпе тăрантарать. Хăйĕн пирки вара: «Юррăмсенче эп юлăп», - тет.

 

                                                                           Надежда СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика