Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Малашлăха пĕрле пăхмалла.

18 августа 2007 г.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче районта черетлĕ пĕрлехи информации кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем виçĕ ушкăна пайланса Юнгкă ял тăрăхĕнчи Матвеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тата «Вита» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра (ушкăнра ЧР Патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ В.К.Тихонов, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Н.С.Яковлев, район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен тата организаципе кадр, право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Л.Ю.Тарасова), Муркаш ял тăрăхĕнчи Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхпа ача-пăча библиотекинче (ушкăнра РФ Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн – патшалăх учрежденийĕн управляющийĕн çумĕ А.П.Иванов, РФ Пенси Фончĕн Муркаш управленийĕн ертÿçи Е.М.Александрова, ЧР Патшалăх Канашĕн  депутачĕ В.Г.Данилов, район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.В.Петров, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин), Оринин ял тăрăхĕнчи «Оринино» тата «Восток» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче (ушкăнра РФ Юстиции министерствин суд экспертизин Чăваш Республикинчи лабораторийĕн пуçлăхĕ Л.П.Морозов, район администрацийĕн ял-хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.И.Павлов) пулчĕç. Кашни ĕç коллективĕнчех информаци кунне ирттерекенсем  республика аталанăвĕпе паллаштарчĕç, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусемпе тивĕçлĕ канашсемпе сĕнÿсем пачĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика