Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркаш çамрăкĕсен – 3 кубок

13 декабря 2006 г.

2006 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти агрегат завочĕн Культура çуртĕнче предприятисемпе организацисенче çамрăксемпе ĕçлессине епле йĕркеленине палăртассипе республика конкурсĕ иртнĕ. Пирĕн район командисем унта 3 кубок çĕнсе илме пултарнă. Çĕнтерÿ çулĕ çăмăл пулман. Районти тĕп больницăн, хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕн тата Муркаш райповĕн командисем ăмăртăвăн  3 тапхăрĕнче те палăрма пултарнă, ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти ăмăртура,  ноябрĕн 16-мĕшĕнче Çĕмĕрле  хулинче зонăри  ăмăртура тата Шупашкарта финал ăмăртăвĕнче.

Çамрăксен районти тĕп больницăн команди «Вĕрентÿ тата социаллă сфера» номинацире, хуçалăхсем хушшинчи  «Моргаушская» строительство организацийĕн команди «Промышленность» номинацире, Муркаш райповĕн команди «Суту-илÿ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессии тата уйрăм çын предпринимательстви» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Малашне вара çамрăксене çĕнĕ ĕçсем, çĕнĕ конкурсем, паллă ĕнтĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем кĕтеççĕ!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика