Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçре те, юрăра та.

16 сентября 2006 г.

      Пирĕн тăрăхри лăпкă пурнăçа сыхлас ĕçре районти пушар хуралĕнче вăй хуракансен тÿпи те пĕчĕк мар. Кăçалхи сакăр уйăх çурăра район территорийĕнче 35 пушар регистрациленĕ. Граждансем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе ирĕке кайнă вутçулăмра 11 çын пурнăçĕ татăлни те «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне яруççăн куç умне кăларать.

     Пушар хуралĕнче службăра тăракансем вара профилактика ĕçĕсем пурнăçланипе тата пушарсем сÿнтернипе пĕрлех çак ĕçсем хушшинче пулакан пушă вăхăтсенче алла хуткупăс, гитара тытса юрăсем шăрантараççĕ. ку енĕпе те конкурссене хутшăнаççĕ. Акă,  кăçал республика кунĕ умĕн республикăри пушар чаçĕсем хушшинчи художество пултаруллăх конкурсĕнче Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем ырăпа палăрчĕç. Пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Николаевич Куликов мăшăрĕпе Алина Александровнапа шăрантарнă «Мĕн тери телейлĕ» юрă конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

      Çакăнтах бард юррисен тупăшăвĕнче Муркашри пушар чаçĕ çуменче дежурство тăракан Е.Андреев яч. хис. хуçалăхăн пушарнăйĕ Алексей Владимирович Иванов гитарăпа юрă юрласа иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çак кунсенче 25 çул тултарнă Леша гитарăпа 8-мĕш класранпа туслă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика